Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ветерансем, хисеплӗ пенсионерсем!

Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Пӗтӗм тӗнчери ватӑсене сума сумалли кун сирӗнтен кашнинех мухтавлӑ ӗҫӗршӗн, иксӗлми ырӑ кӑмӑлӑршӑн, чун тараватлӑхӑшӗн тав тӑватӑп.

Сирӗн ҫитӗнӗвӗрсемпе опытӑр, профессири ӑсталӑхӑр тата пултаруллӑ ӗҫӗрти ӑнӑҫусем – пирӗн малашнехи аталанӑвӑн ҫирӗп никӗсӗ, пирӗншӗн тата килес ӑрусемшӗн тӗрӗс ҫул паллийӗсем.

Эсир паян тивӗҫлӗ канура пулсан та, Чӑваш Енӗн культурӑпа экономика тата социаллӑ пурнӑҫӗпе хастарлӑн кӑсӑкланатӑр, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсен управҫисем шутланатӑр.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче ҫӗршывӑмӑрӑн интересӗсемпе хӑрушсӑрлӑхне паттӑррӑн хӳтӗленӗ, каярахпа ӑна ура ҫине тӑма пулӑшнӑ ҫынсене уйрӑммӑн чысласа тав тӑватӑп. Тайма пуҫ сире.

Ҫак кун пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, хастарлӑ та тухӑҫлӑ вӑрӑм ӗмӗр сунатӑп.

Хӑвӑра юратакан, сирӗншӗн тӑрӑшакан ачӑрсемпе мӑнукӑрсем тата кӗҫӗн мӑнукӑрсем хуть хӑҫан та сирӗнпе юнашар пулччӑр, килӗр-ҫуртӑр вара яланах ӑшӑ та хӑтлӑ пултӑр.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                            Олег Николаев

 



01 октября 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter