Правительство ҫуртĕнче пулакан планеркăра хуçасăр гидротехника сооруженийĕсемпе çыхăннă çивĕч ыйтăва çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ уҫăмлатнă

Хуçасăр гидротехника сооруженийĕсемпе çыхăннă çивĕч ыйтăва çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов тунтикунхи канашлура çĕклерĕ. Республикăра ГТСсен шучĕ 554-па танлашать. 82-шĕ — хуçасăр. Муниципалитетсен вĕсене хăйсен балансне илмелле — кун пирки вĕсемпе калаçса татăлнă. Çулталăк пуçланнăранпа хуçасăррисен шучĕ самай чакнă, анчах хăш-пĕр округра унашкаллисем çав-çавах чылай-ха. Вĕсен пуçлăхĕсен канашлура çакăн сăлтавне ăнлантарма тиврĕ. Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Комсомольски, Муркаш округĕсен пуçлăхĕсем тӳрре тухма тăрăшрĕç: хуçасăр чылай ГТСа харпăрлăха илес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлени çинчен каларĕç — судсем вĕсен шăпине çывăх вăхăтрах татса памалла. Çав вăхăтрах чылайăшне гидротехника сооруженийĕсен шутĕнчен кăларасшăн.

Эмир Бедертдинов вырăнсенче ГТСсемпе çыхăннă ыйтăва вĕсене шутран кăларса татса парасси те йĕркепе килĕшӳллĕн пулмаллине аса илтерчĕ. Ансат мел — тытрăм та пĕтертĕм теме çук. Ростехнадзор реестрĕнчен кăларса пăрахни кăна çителĕксĕр. Малтан çав объектсене тĕплĕ тĕпчемелле, тĕп тумалли проект хатĕрлемелле, унпа Çут çанталăк ресурсĕсен министерствине килмелле...

Республика Пуçлăхĕ хуçасăр сооруженисем тĕлĕшпе самай пысăк ĕç пурнăçлани çинчен каларĕ, анчах çак ĕç пурпĕр юларах пырать. Хуçасăрри, паллă, юхăнать — пĕвесен, ытти сооруженин хуçисем пулмаллах. ГТСсемпе çыхăннă ĕç ытахальтен тăваканни мар — ку граждансен хăрушсăрлăхне, инкек-синкекрен сыхланассине тӳррĕнех пырса тивет. Çийĕнчен Олег Николаев юлашки çулсенчи çанталăк чылай ял хуçалăх культурине шăварса çитĕнтерме хистенине те палăртрĕ, çавна май пĕве-кӳлĕ пĕлтерĕшĕ, паллах, пушшех пысăкланать.

Республикăра юпа уйăхĕн 4-8-мĕшĕсенче иртмелли Пĕтĕм тĕнчери кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен 1-мĕш вăййисене мĕнле хатĕрленнипе спорт министрĕ Василий Петров паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, санкцисене пула Раççейĕн нумай спортсменĕ паян тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнаймасть. Çак условисенче Чăваш Енре атлетсене ытти çĕршыв кĕрешӳçисемпе вăй виçме майсем туса пани чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Спортсменсем 14 енĕпе кĕрешĕç — айкидопа шахбоксран пуçласа хапсагайпа чăваш кĕрешĕвĕ таран. Вăйăсене 25 патшалăх командисем хутшăнма кăмăл тунă: Азербайджанран, Беларуçран, Германирен, Казахстанран, Индирен, Сирирен, Иранран, Мароккăран, Турцирен, ытти çĕршывран хăнасене йышăнăпăр — пĕтĕмпе 2 пин ытла çын килмелле. Мĕн пур тупăшу Шупашкарти Пăр керменĕн тĕп аренинче иртмелле.

Олег Николаев çак вăйăсем чăваш кĕрешĕвĕн сумне ӳстерме пулăшассине палăртрĕ. Федераци шайĕнче тĕнчери çак тупăшăва Чăваш Енре йĕркелес ыйтăва тĕлĕнмелле кĕске вăхăтра татса пама пултарнă, çавна май Олег Алексеевич ку енĕпе ĕçленĕ çынсене тав турĕ. Раççейĕн тĕрленĕ карттине хатĕрленĕ чухнехи мелпе ĕçленĕ, анчах ку хутĕнче çак ĕç çĕршыв чиккин тулашне те тухнă. Олег Николаев иккĕленмест: кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсем тĕрлĕ халăха туслаштарма, пĕрлештерме пулăшаççĕ.



Хыпар
02 октября 2023
17:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter