Чӑваш Енри «ЭЛАРА» производство калӑпӑшне икӗ хут ӳстернӗ

Чӑваш Енри «ЭЛАРА» производство калӑпӑшне икӗ хут ӳстернӗ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ кун пирки радиоэлектрон таварĕсене калăпласа кăларакан промышленноҫ производствин ĕҫĕпе паллашнă май палăртса хăварнă. 

 «Чăваш Республикин Правительстви юлашки ҫулсенче пысăк ĕҫсем пурнăҫланă, предприятисен планĕсем пурнăҫа кĕрсе пыччăр тесе сахал мар тăрăшнă.  Ҫĕршывăмăрăн аталанăвĕнче  пирĕн предприятисемпе организацисен тӳпи пысăк. РФ Президенчĕ палăртнă тĕллевсене, производствӑпа ҫыхăннă ыйтусене туллин тивĕҫтернĕ, ҫакна пысăк кăтартусем те ҫирĕплетсе параҫҫĕ.  Заводра тухăҫлăх текен ăнлав малти вырăна тухни куҫкĕретех.  Паянхи пурнăҫ ыйтакан тĕллевсене уҫăмлатассипе, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе «ЭЛАРА» хастар тăрăшать. Вăл ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче тесен тен йăнăшах мар .  Паянхи пурнăҫ таппинче вĕсен витĕмлĕхĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, производство кулленех вăй илсе ҫирĕпленсе пырать, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ цехсем хута каяҫҫĕ.  Кăҫал производство калăпăшне икĕ хут ӳстерни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать.   Ĕҫ тухăҫлăхĕ ӳсет, предприятире тăрăшакансен вăтам ĕҫ укҫин шайĕ ӳссе  пыни те куҫкĕретех.  Вĕсен пуласлăхĕ те пысăк, кун пирки пуҫлăхсем пĕрре кăна мар палăртнă. Чăваш Республикинчи промышленноҫа аталантарма пулăшакан фонд пулӑшнипе  «ЭЛАРА» АО хăйĕн пурлăхпа техника базине ҫĕнетнĕ, предприятие модернизациленĕ, радиоэлектрон промышленноҫ таварĕсене тирпейлесе кăларма пысăк технологиллĕ паха хатĕрсем туяннă», - тесе асăннă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.       

«Пысăк тĕреве пула «ЭЛАРА» вăй илсе пыни сисĕнет.  Производство ҫĕнелсе улшăнни те паха, унăн лаптăкĕ пысăкланчĕ.  Тин ҫеҫ ĕҫе кӳлĕннĕ тапхăрта ятарлă техника хатĕрĕсем чылай марччĕ, пурĕ те 40 ед. кăначчĕ.  Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле кăтартăва 90 единицăна ҫитерме тĕллев лартнă.  Ӳсĕм ҫав тери аван.  Кăҫалхи сакăр уйăх хушшинче предприятин хăйӗн тупăшĕн шайӗ 2,4 хут ӳснĕ, кăтарту пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан пысăкрах.  Инвестици хывнин калăпăшĕ пысӑкланнă, вăл 4,6 хут ӳни те ҫакнах ҫирĕплетет.  Предприяти кулленех ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ таварсем тирпейлесе кăлама тăрăшать, импорта улăштарассипе хастар ĕҫлет.  Тĕнче шайĕнчи таварсен пахалăх шайне тивĕҫтерес тесе цехсенче пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса, таварсене тирпейлесе кăлараҫҫĕ», – палăртса каланă «ЭЛАРА» АО генеральнăй директорĕ Андрей Углов.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ предприятинче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе пулнă май, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.  Оборонăпа промышленноҫ комплексне аталантарас ӗҫе пысăк тӳпе хывнă, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă  «ЭЛАРА» АО генеральнăй директорне Андрей Углова  РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшӳллĕн наградӑланӑ орден медале Олег Николаев парса чысланă,  пысăк хисепе тивĕҫнисен йышĕнче Валерий Васильев – производство директорĕ, 104-мĕш №-лĕ цехра тăрăшакан Василий Федоров токарь тата ыттисем те.  РФ Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин Хисеп грамотисене илнисем, патшалăхăн ытти наградисене тивĕҫнисем яш-кĕрӗмшĕн тĕслĕх вырӑнӗнче.     

    



03 октября 2023
11:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter