Олег Николаев хутса ӑшӑтмалли тапхăра вăраха тăсса ямалла маррине асăрхаттарнă

Олег Николаев хутса ӑшӑтмалли тапхăра вăраха тăсса ямалла маррине асăрхаттарнă

«Ҫанталăк улшăнса пыни, сивĕ еннелле туртăнни сисĕнет.  Пирĕн хутса ăшăтмалли тапхăр валли хатĕр пулмалла.  Пĕтĕмлетӳсем тунă хыҫҫăн ҫакă паллă пулчĕ: социаллă учрежденисенче сивĕрех.  Апла пулсан, ăшăпа тивĕҫтермелли палăртса хунă графикран, тен, маларах ĕҫе тытăнсан та юрать», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере Правительство ҫуртĕнче пулакан планеркăра.  Хутса ăшăтмалли тапхăр вăхăтĕнче республикăри Патшалăх ҫурт-йĕр инспекцине ыйтăва ҫирĕппӗн тĕрĕслесе тӑма, ҫынсен ҫăхавĕсене «хĕрӳ лини» мелĕпе йышăнса кирлĕ пек хуравсемпе вăхăтра тивĕҫтерме чĕнсе каланă.  

Унăн шучĕпе, ыйтăва ҫакнашкал уҫăмлатни ҫынсене ОРВИ чирĕпе  вăрах вӑхӑт чирлессинчен, чирлекенсен йышĕ ӳссе каяссинчен те асӑрханма пулăшать.  

Паянхи куна илес пулсан, регионта эпидеми лару-тăрăвĕ япăхах мар.  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Владмир Гладнев эпидтапхăра хатĕрленсе ятарлă план йышӑннине пĕлтернĕ.  Республикăри медицина учрежденийĕсене тăрăшакансене  чир сарӑлассинчен кулленех сыхă тăма хушнине те хыпарланă.  

Роспотребнадзорӑн Чăваш Енри уйрӑмӗ пĕлтернĕ тăрăх, 2023 ҫулти 38-мĕш эрнере пĕтĕмпе ОРВИ-пе аптракансене 7507 ҫынна тупса палăртнă, кăтарту ытти чухнехинчен  3,4 процента ҫити ӳснине палăртнă асăннă ведомство ертӳҫи.  Кăшăл вирус чирĕ те алхасма пăрахманни сисĕнет. COVID-19  чирӗпе чирлекенсен йышĕ 4,5 хут ӳснине пĕлтернĕ  ведомство ĕҫченĕ.    Юлашки эрнере чирлекенсен йышĕ ытти чухнехинчен кăштах сахалланнă, вăтамран кунне 71 ҫын ҫак чирпе чирлет тесе палăртаҫҫĕ специалистсем. Ҫĕнĕ кăшăл вирус чирне «Омикрон» штамм хускатать. Чи малтанах вăл ҫынра ОРВИ пек палăрать.  Ҫавăнпа та питĕ асăрхануллă пулмалла, тимлĕхе ҫухатма юрамасть, профилактика ĕҫĕсене вăхăтра туса ирттермелле.    Чи анлă сарăлнă профилактика – вăхăтра прививка туса ирттерни.  «Хальхи вăхăтра региона 305700 доза вакцина илсе килнĕ.  Совигрипп тата Ультрикс ятлисемпе  ачасемпе аслă ҫултисене те тивĕҫтерме пулать. Республика бюджечĕпе тухăҫлă усă курнине пула хушма эмел туянма тата та 28 700 доза вакцина валли укҫа-тенкĕ уйăрнă. Ку эмелпе ачасене прививка туса ирттерме палăртнă», – хыпарланă Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Владимир Гладнев.  Иртнĕ эрне вĕҫĕ тĕлне пĕтĕмпе 255043 ҫын прививка тунӑ, кăтарту халăхăн 21,7 проценчĕпе танлашать. 

COVID-19 чирӗнчен асăрханса пирвивка тăвакансем те сахал мар, регионта пурăнакансенчен, прививка тума юракан ҫынсенчен 52,8 проценчĕ вакцинациленнĕ.  2023 ҫулта пĕтĕмпе кăшăл вируса хирĕҫ кĕрешме пулăшакан  эмеле 6500 доза илнĕ.  Пуласлăхри тĕллевсем пысăк тата та 10 000 доза илме плана кĕртнĕ.

 



03 октября 2023
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter