Кĕтме те пĕлмелле

Чăваш патшалăх пукане театрĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисенчи хĕрарăмсен клубĕн тĕл пулăвĕ иртнĕ.

Пукане театрĕ республикăри Хĕрарăмсен союзĕн Ыр кăмăллăх фончĕпе пĕрле «Кĕтме пĕлес ăсталăх» проекта пурнăçа кĕртет. Ку ĕçе çĕршыв хÿтĕлевçисен çемйисенчи хĕрарăмсене лăпкăлăх тупма пулăшас тĕллевпе пуçарнă. Проекта Президент гранчĕсен фончĕ тата ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви тĕревлеççĕ. Хĕрарăмсене «Жди меня» программăн сыпăкне кăтартнă. Унтан çĕнĕ постановка режиссерĕ Денис Андронов ятарлă çар операцине хутшăнакансен мăшăрĕсемпе калаçнă, программăна хатĕрленĕ май Константин Симоновăн «Жди меня» сăввинчи шухăша тĕпе хунине палăртнă. Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Наталья Николаева малашне пысăкрах йышпа пухăнасса шаннине, пĕрлĕхре вăй пулнине каланă. Тĕл пулăва пынисем ăсталăх класне хутшăнса управçă-пукане хатĕрленĕ.



Хыпар
23 октября 2023
16:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter