Çĕнĕ шкулсем çĕкленеççĕ

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттерекен канашлура «ПроШкола» пĕрлĕхпе шкулсем тума алă пуснă килĕшĕве пурнăçласа тăвакан шкулсен строительствипе вĕрентӳ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Лукшин паллаштарчĕ. Сăмах виçĕ шкул пирки пырать. Тĕп хулари Хĕвеллĕ микрорайонта 1400 вырăнлăх объектра 3-мĕш стройтрест ĕçлет. Шкула çитес çул вĕçĕнче хута ямалла. Объект пысăк — тăватă блокран тăмалла: аслă тата кĕçĕн классем вĕренмеллисем, 700 вырăнлăх столовăй, 460 вырăнлă курав залĕ, бассейн... Хальлĕхе унта ĕçсен 16% пурнăçланă.

«Старатель» компанин Çĕнĕ Шупашкарти Интернационалист салтаксен урамĕнчи 1100 ачана йышăнмалли шкул строительствинчи çак кăтартăвĕ 18% танлашать. Строительсем паян кирпĕчрен стенасене хăпартаççĕ, монолит конструкцисене, бассейн «чашăкне» тăваççĕ. Кӳкеçри 825 вырăнлăх шкул строительствине «ПроШкола» ЧР Ипотека корпорацине явăçтарнă. Ку объект хакĕ те пĕчĕк мар — 821 миллион тенкĕ ытла. Шкула çитес çулхи чӳк уйăхĕн вĕçĕччен хута ямалла. Унта та паянхи кун тĕлне пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ 18% танлашать. Строительсем хальхи вăхăтра стенасене хăпартаççĕ, блок-модуль котельнăйне монтаж тăваççĕ.

Концесси килĕшĕвĕпе тăваканнисемсĕр пуçне республикăра тата тăватă шкул строительстви пырать: Канаш тата Çĕрпӳ округĕсенче, Шупашкарти Университет тата Сад микрорайонĕсенче. Олег Николаев вĕсемпе те кăсăкланчĕ. Сад микрорайонĕнчи шкул пирки пайăррăн ыйтрĕ: «Часах вĕçлĕпĕр-и?» «Палăртнă вăхăтра хута ярăпăр», — пулчĕ хурав. Маларах, аса илтерер, çав об±ектри ĕçсене раштавра вĕçлесси пирки калаçу пулнăччĕ.

Канашлура çавăн пекех çул çитмен ачасемпе çамрăксене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассипе, муниципалитетсен инвестици стандартне ĕçе кĕртнипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç. Республика Пуçлăхĕ чи малтан пурне те ачасене ĕçпе тивĕçтерни мĕн тума кирлине ăнланма ыйтрĕ. Хăш-пĕр çĕрте, шел те, çакăн валли укçа уйăрни те çителĕклĕ тесе шухăшлаççĕ — унашкал курăм юрăхсăр. Инвестици стандарчĕ вара мĕн пур муниципалитет тĕлĕшпе инвесторсемпе ĕçлемелли йĕркене çирĕплетет — инвестици проекчĕ валли çĕр лаптăкĕ уйăрнинчен пуçласа производствăна ĕçлеттерсе ярасси таран. Инвестор ăçта — хăш хулана е округа — пынине пăхмасăр пурин те çав стандарта пăхăнса ĕçлемелле. Хальлĕхе, Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, инвестпроектсем ытларах чухне шăпах муниципалитетсен шайĕнче такăнаççĕ. Стандарт çак çитменлĕхрен хăтăлма пулăшмалла.



23 октября 2023
16:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter