Чӑваш Енре нумай хваттерлӗ 196 ҫурта ҫулталӑк вӗҫлениччен тӗпрен юсаҫҫӗ

Чӑваш Енре нумай хваттерлӗ 196 ҫурта ҫулталӑк вӗҫлениччен тӗпрен юсаҫҫӗ

Вӗсенче 37,6 пин ҫын е тепӗр майлӑ каласан 13,9 пин ҫемье пурӑнать.  Кун пек кӑтартусем пирки палӑртса каланӑ Правительство ҫуртӗнче ирттернӗ канашлура.  Регион Пуҫлӑхне нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурте усӑ куракан пурлӑха тӑпрен юсав ӗҫӗсене туса пыни ҫинчен те хыпарланӑ.

2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне пурӗ нумай хваттерлӗ 60 ҫуртра тӗпрен илсен юсав ӗҫӗсем пулса пыраҫҫӗ, вӗсенчен пилӗккӗшӗнче лифтсене ҫӑнетсе улӑштараҫҫӗ. Нумай хваттерлӗ 19 ҫуртра строительсвӑпа монтаж ӗҫӗсене 80 процента ҫити туса пӗтернӗ.  Графикпа килӗшӳллӗн ӗҫсене туса пыраҫҫӗ, пур-пӗрех  нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра вӑхӑтлӑха ӗҫене чарса лартнӑ.   

«6-мӗш №-лӗ ҫурта тӗпрен тишкерӳ тумалла. Прокуратура ӗҫченӗсене явӑҫтарни те аван. Иртнӗ ҫулсенче пулнӑ пӑтӑрмахсене вӗсен тӗплӗн тупса палӑртайраҫҫӗ.  Техника йышӑнӑвӗсене туса хӑварнӑ ҫынсене тупса палӑртмалла, хӑйсен ҫитменлӗхӗсене пӗтерме хушмалла», - тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ.  Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗлне юрӑхсӑра тухнӑ 88 лифта тӗпрен юсаса ҫӗнетмелле, вӗсенчен ытларах пайӗ Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкарта.  Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне 24 ҫуртра 74 лифта ҫӗнетсе улӑштарма та ӗлкӗрнӗ.       

Кӗскен пӗлме: Чӑваш Республикинче нумай хваттерлӗ ҫуртсенче тӗпрен юсав ӗҫӗсене тунӑшӑн пухӑнакан взноса вӑхӑтра тата тулли халӑх пуҫтарса пыни куҫ кӗретех.

2021 ҫулта 861,02 млн тенкӗ пухмалла пулнӑ пулсан, 859,29 млн тенкӗ пуҫтарнӑ. Вӑл 99,8 процентпа танлашать. 2022 ҫулта пӗтӗпе 924,74 млн тенкӗ пухмалла пулӑ пулсан, 979,76 млн тенкӗ пуҫтарнӑ.  

Кӑҫал 805,58 млн тенкӗ пухмалли укҫана 9 уйӑх хушшинче 783,44 млн тенкӗ пухма та ӗлкӗрнӗ, кӑтару питӗ аван, 97,25 процентпа танлашать.  

 



24 октября 2023
14:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter