Икӗ чӑваш чӗлхи учительне тава тивӗҫлӗ ят панӑ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев вӗрентекенсене, строительсене, юристсене тата ыттисене сумлӑ ят парасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Вӗсен йышӗнче Шупашкарти икӗ педагог та пур.

Хушупа килӗшӳллӗн Шупашкарти 1-мӗш шкулта музыка тата чӑваш чӗлхи учительне Татьяна Васильевӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» ята панӑ. Вӑл – аслӑ категориллӗ учитель, стажӗ – 38 ҫул.

Шупашкарти 40-мӗш шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Александр Степанова та ҫак ятах панӑ.



https://www.chuvash.org/news/36385.html
25 октября 2023
18:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter