Пӗтӗм çĕршыври «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ – 2024» фестивале Россельхозбанк тӗрев парӗ

Пӗтӗм çĕршыври «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ – 2024» фестивале Россельхозбанк  тӗрев парӗ

 Кун пирки йышӑнӑва Чӑваш Республикине Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗн Правленийӗн председателӗ  Борис Листов ӗҫлӗ визитпа пулнӑ чухне палӑртса хӑварнӑ.  

Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Россельхозбанк Правленийӗн Председателӗ Борис Листов Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаевпа уҫӑ калаҫу ирттернӗ.  

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче икӗ ен банк енӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.  Фермер хуҫалӑхӗсен ял хуҫалӑх апат-ҫимӗҫ таварӗсене тирпейлесе кӑларакансене банк енчен тӗрев парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ.  Кун йӗркинчи тепӗр ыйту – республикӑра аграри енӗпе пӗлӳ паракан учрежденисене, фермер хуçалăхĕсемпе общество апатланăвĕн предприятийĕсене пулӑшу парасси.

23 ҫул хушшинче Чӑваш Ене Россельхозбанк пӗтӗмпе 143 инвестпроекта пурнӑҫа кӗрме пулӑшнӑ. Вӗсене валли пӗтӗмпе  70 млрд тенкӗ тӑкакланӑ. Кашни округра тенӗ пекех хушма филиалсене уҫнӑ. Республикӑри мӗнпур фермерсенче пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ вӗсемпе тпачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени куҫ кӗретех тесе асӑннӑ калаҫу вӑхӑтӗнче ертӳҫӗсем.

Чылай ҫул хушши ӗнтӗ Россельхозбанк  Чӑваш патшалӑх аграри универстечӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет.  Чӑваш Енри банкӑн филиалӗнче университетра вӗренекенсем тӑтӑшах практика тухаҫҫӗ.  100 ытла студент вӗсен ӗҫчешӗсем те пулса тӑнӑ.  Палӑртма кӑмӑллӑ, вӗсенчен чылайӗшӗ ертӳҫӗсем те пулса тӑрӑшаҫҫӗ.  

 Республикӑра виҫҫӗмӗш ҫул «Фермерсен шкулӗ» проект анлӑн пурнӑҫа кӗрсе пырать. Вӗсенче пурӗ 117 ҫын 6 тӗрлӗ специалноҫе алла илсе хӑсен тавра курӑмлӑхне пуянлатнӑ.  Хӑмла-ҫырла, сыр, пахча ҫимӗҫ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессисемпе тарӑн пӗлӳ илсе пысӑк технологисене тӗпе хурса проектсене пурнӑҫа кӗртсе пынӑ.  

«Юлашки ҫулсенче эпир кулленех «Фермер шкулӗсем» проектпа аван ӗҫлесе пытӑмӑр. Кӑтартусем те ҫук мар.  Вуншар проект тухӑҫлӑ пурнӑҫа кӗчӗҫ. Паллӑ, халӑх валли те самай ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленчӗҫ.  Пысӑках мар хуҫалӑхсем йӗркеленсе пыраҫҫӗ. Ял хуҫалӑх таварӗсене тирпейлесе кӑларассипе те кал-кал ӗҫсем пулса пыни куҫ кӗретех. Таварсене хамӑрӑн регионта пурӑнакансене кӑна тивӗҫтермеҫҫӗ, республика тулашӗнчи субъектсенче пурӑнакансем патне илсе ҫитерни курӑнать», - тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ.   

«Чӑваш Республикинче тӑрӑшакансене пысӑк хак паратпӑр. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне Олег Алексеевич Николаева пирӗн пата пысӑк тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав сӑмахӗсем калатпӑр», - тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Россельхозбанк Правленийӗн Председателӗ Борис Листов.     

 Сӑмах май, Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче пулакан «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» черетлӗ фестивале йӗркелесе ирттерме хатӗр пулнине те хыпарланӑ. Чӑваш Енре хӑмла тата сӑра вӗретессипе паха ӗҫ оычӗсене халалланӑ курава хутшӑнма килӗшнине пӗлтернӗ.  

«Фестивале тӗрев панине стратегиллӗ проект тесе хаклатпӑр. Чӑваш Енӗн хӑмла лартса ӳстерессипе пысӑк пуласлӑх пуррине те пӗлсех тӑратпӑр. Проектсене пурнӑҫа кӗртсе пыма эпир хавас. «Фермерсен шкулӗ» проекта тӗпе хурса, хӑмла лартса ҫитӗнтерме паха специалистсене вӗретсе кӑларасси ҫине тимлӗх уйӑрӑпӑр», - тесе каланӑ Россельхозбанк Правленийӗн Председателӗ Борис Листов.

Калаҫу вӑхӑтӗнче ертӳҫӗсем хушма офис «Пехет» агромаркет территорийӗнче уҫасси пирки сӑмаха хускатнӑ.  Ку хӑйе евӗр ятарлӑ центр пулӗ тен.  Сӗт-ҫу, ҫӗр улми, пахча ҫимӗҫ лартса ӳстерессипе, ӑна тирпейлесе хурассипе Чӑваш Енӗн паха ӗҫ опычӗ пурри никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар пулӗ.     

 



25 октября 2023
10:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter