Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечĕ республикăн 2024 çулхи, планпа пăхнă 2025 тата 2026 çулсенчи тапхăрти бюджечĕн проектне ырланӑ

Юнкунхи ларура Министрсен Кабинечĕ республикăн 2024 çулхи, планпа пăхнă 2025 тата 2026 çулсенчи тапхăрти бюджечĕн проектне ырларĕ.

Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков, ларăва ертсе пынăскер, палăртнă тăрăх, регионăн çитес çулхи тĕп финанс докуменчĕн параметрĕсене çирĕплетнĕ чухне федераци бюджечĕн проекчĕн положенийĕсене тĕплĕ шута илнĕ — ăна халь Патшалăх Думи тишкерет. Çавна май Мускав республикăна паракан дотацисен калăпăшĕ те уçăмлă мар-ха, эппин, республика бюджетне кайран тӳрлетӳсем кĕртме тивесси куçкĕрет. Михаил Геннадьевич ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ытларикун Патшалăх Канашĕн ертӳçисемпе курнăçнине палăртрĕ — шăпах çитес çулхи бюджет тавра калаçу пулнă.

Министр пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çул бюджечĕпе çыхăннă пĕтĕмĕшле лару-тăру кăçалхи евĕр. Тĕп вырăнта — социаллă тĕллевсене, халăх ĕçлевне, граждансен тупăшĕн шайне, инфратытăм аталанăвне, ытти отрасле укçапа тивĕçтересси. Чи пысăк тăкаксем — вĕрентӳ /26,9 миллиард тенкĕ/, социаллă политика /17,2 миллиард/, наци экономики /15,8 миллиард/ валли.

Регион агропромышленноç комплексне, çурт-йĕр строительствине, пĕчĕк бизнеса, промышленноçа аталантарма уйăракан укçа виçине çуллен пысăклатса пырать — 2024 çулта та çаплах пулĕ. Нумаях пулмасть Министрсен Кабинечĕ социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн прогнозне çирĕплетнĕ — вăл, Михаил Геннадьевич шучĕпе, позитивлă. Çакă регионăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕн виçине те, инвестицисене, вăтам ĕç укçине те пырса тивет.

2924 çулхи бюджет тупăшне хальлĕхе 84,9 миллиард тенкĕ шайĕнче палăртнă — кăçалхи бюджетăн малтан çирĕплетнĕ виçинчен 6% пысăкрах. Федераци бюджетĕнчен уйăракан, каялла тавăрса памалла мар укçа хальлĕхе кăçалхинчен пĕчĕкрех. Çав вăхăтрах хамăрăн тупăш ӳсĕмĕ пысăк — 24,5% хушăнмалла, 52,5 миллиард тенкĕпе танлашмалла. Çак хушăм чи малтан налуксем çинче никĕсленĕ.



http://www.hypar.ru/cv/news/byudzhet-tupashe-6-pysaklanat
26 октября 2023
19:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter