Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ 100 ҫул хушшинче ҫӗршыври куракансен пысӑк хисепне тивӗҫнӗ

Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ 100 ҫул хушшинче ҫӗршыври куракансен пысӑк хисепне тивӗҫнӗ

Ҫакна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн 100-мӗш пултарулӑх сезонне уҫнӑ ҫӗрте палӑртнӑ.

«Ҫак ҫулсенче ансамбль хӑйӗн йӑли-йӗркисене йӗркеленӗ, нумай ята ӳстернӗ, чи кирли – тӗрлӗ регионсемпе ҫӗршывсен кураканӗсенчен пысӑк хисепе тивӗҫнӗ»,  – тесе палӑртнӑ Олег Николаев.  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Грантне  ҫӗнсе илнӗ концерт программин премьери культура сферинче пысӑк ӗҫ пулса тӑнине хушса хунӑ вӑл.

«Композиторсемпе ытти енсем валли ирттерекен конкурссене хайлавсем евӗр пурнӑҫа кӗртмелле, куракан патне ҫитермелле. Пирӗн хамӑрӑн халӑхӑн кӑмӑл-туйӑмне, унӑн культурине, йӑли-йӗркине тӗпе хумалла. Ҫаксене пурне те ҫавӑн пек хайлавсемпе коллективсене пула кӑна тума пулать. Кӑҫалхи коллектива пысӑк пуласлӑх кӗтет. Эпир вара – Чӑваш Республикин Правительстви – вӗсен пуҫарӑвӗсене, идейисене пулӑшса пырӑпӑр тата вӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшӑпӑр», – палӑртнӑ Олег Николаев.

100-мӗш пултарулӑх сезонӗ театрализациленӗ концерт программи «Çул хыççăн – çул, 100 çул сулмаклăн утрăмăр» премьерипе уҫӑлнӑ. Унпа Раҫҫейри чи аслӑ наци коллективӗсенчен пӗри – Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ паллаштарнӑ. Проект йӑлана кӗнӗ театрализациленӗ программӑсен йӑли-йӗркине малалла тӑсать.



27 октября 2023
09:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter