«Ҫӗнтерӳ чиккисем» регионсен хушшинчи марафона пӗтӗмлетнӗ

«Ҫӗнтерӳ чиккисем» регионсен хушшинчи марафона пӗтӗмлетнӗ

2022 ҫултан пуҫласа юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикинче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансене халалланӑ паллӑ кун тесе йышӑннӑ. Кӑҫал та ҫак куна палӑртса торжествӑлла мероприяти туса ирттернӗ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн паттӑрлӑхӗ ӗмӗр асра. Марафона  халӑх паттӑрлӑхӗ ӗмӗр асра упрантӑр тесе йӗркеленӗ те.  

Марафона тӗпе хурса анлӑ акцисем, паттӑрлӑх урокӗсем, куҫса ҫӳрекен куравсем, наукӑпа практика конференцийӗсем, концертсемпе фильмсем  кӑтартнӑ. Архивистсем, историксем, аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен преподавателӗсем, ӑслӑлӑх сотрудникӗсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакансен тылри паттӑрлӑхне вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи условисенче тӗпчев ӗҫӗсем пирки пысӑк материалсене халӑх патне илсе ҫитернӗ. Архив докуменчĕсемпе, окоп чавма хутшăннисемпе, вĕсен аса илĕвĕсемпе, сăн ӳкерчĕксемпе тата çак пулăмпа çыхăннă ытти материалсем пӗтӗмпех ҫирӗплетеҫҫӗ.

Сăр тата Хусан хӳтĕлев линийĕсене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халăх асĕнче хăварас тĕлĕшпе Чăваш Республикинче юлашки çулсенче пурнăçланă ĕçсем чылай. Темле йывăр пулсан та пирӗн халӑх чыслăха çухатман. Пĕтĕм асап-нушана чăтнă, окоп чавнă çĕрте, пур вăя хурса тăрăшнă. Вĕсенчен пирĕн тĕслĕх илмелле, вĕсен пархатарлă ĕçне сума сумалла.

«Тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне тӗпченӗ май хамӑр валли темӗн чухлӗ кӑсӑклӑ сюжет уҫрӑмӑр, вӗсем хумхантарчӗҫ те, тӗлӗнтерчӗҫ те, хӑпартлантарчӗҫ те, чи кирли  пире пӗрлештерчӗҫ. Ҫак паттӑрлӑха асра тытса эпир  хамӑр несӗлӗмӗрсен мӑнаҫлӑх туйӑмне туйса илтӗмӗр, вӗсен ҫирӗплӗхӗпе тата чи йывӑр условисенче тума май ҫук тӗллевсене пурнӑҫланине курса ӗнентӗмӗр.

Марафон чи малтанах наука, архив, культура енӗпе ӗҫленӗ ҫынсене пӗрлештерчӗ. Каярах пурне те: ачасемпе аслисене, хӗрарӑмсемпе арҫынсене  пӗр чӑмӑра пухӑнма майсем туса пачӗ, нумай сӑвӑсемпе, юрӑ-кӗвӗсем, фильмсемпе спектакльсем ӳкерме пулӑшрӗҫ. Эпир пысӑк ӗҫ тӑватпӑр – мемориал уҫрӑмӑр, кӗнекесем кӑлартӑмӑр, спектакльсем лартрӑмӑр. Ҫакӑ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче Сӑрпа Хусан чиккисене  тума хутшӑннӑ ытти регионсенчи ӗҫтешсене явӑҫтарма пулӑшрӗ. Паттӑрлӑхпа асӑну теми ҫынсене паянхи кун та  хумхантарать», – тенӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

 «Ульяновск хули те марафона йышӑннипе мӑнаҫланать, сирӗн патшалӑх ансамблӗ кӑтартнӑ чаплӑ театрализациленӗ спектакле куртӑмӑр. Вӑл  пирӗн чӗремӗрсенче нихҫан пӗтми туйӑм хӑварчӗ. Искусствӑн ҫакӑн пек произведенийӗсем ҫулсерен ытларах та ытларах  пулни паха. Вӗсем пирӗн Раҫҫей халӑхӗн чун хавалӗн хӑватне кӑтартаҫҫӗ, пирӗн истори астӑвӑмне упраса хӑвараҫҫӗ. Марафон патриотизм туйӑмӗн ҫирӗп никӗсӗ шутланать», – тенӗ Ульяновск облаҫӗн культура министрӗ Евгения Сидорова хӑйӗн сӗмахӗнче.

 «Ҫак паттӑрлӑха нихӑҫан та манмалла мар. Ун ҫинчен мӗн чухлӗ ытларах каласа паратпӑр, истори ӗмӗр асра юлать. Ҫитӗнекен ӑрушӑн пӗлтерӗшлӗ. Олег Алексеевич пуҫарса янӑ марафрн историне урӑхлатма май памасть, вӑл чӑнлӑха ӗмӗрлӗхех упрама хистет», – тенӗ Тутарстан Республикин культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Юлия Адгамова.

 «Пирӗн кӳршӗ Чӑваш Республики нумай проекта йӗркелекенни пулнишӗн питӗ савӑнатӑп, чылай проектсем пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче пурнӑҫланаҫҫӗ. Раҫҫей ҫыннисем пӗрле чухне  пире никам та парӑнтараймӗ, ҫӗнтереймӗ.

Федераци субъекчӗсен музейӗсемпе архивӗсем - марафона хутшӑннисем «Ҫӗнтерӳ рубежӗсем» курав хатӗрленӗ. Культура учрежденийӗсем концерт мероприятийӗсем ирттерчӗҫ, «Сӑр рубежӗ» оперӑна кӑтартрӗҫ»,   тенӗ Марий Эл Республикин культура министрӗн ҫумӗ Игорь Садовин.

Паллӑ пулӑма пухӑннисене, пысӑк хисепе тивӗҫнисене, халӑх патне тӗрӗс хыпарсене илсе ҫитрме пулӑшнисене махтаса тав сӑмахӗсем каланӑ.  Республика Пуҫлӑхӗ Чӑваш наци телекуравӗн шеф-редакторне Алексей Зотикова Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума пуçланине 80 çул çитнине халалласа кăларнă медальпе чысланӑ.



30 октября 2023
10:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter