Чӑваш Енӗн промышленноҫ аталанӑвӗн фондне Раҫҫейре чи пысӑккисенчен пӗри тесе йышӑннӑ

Чӑваш Енӗн промышленноҫ аталанӑвӗн фондне Раҫҫейре чи пысӑккисенчен пӗри тесе йышӑннӑ

Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗн ҫумӗпе – Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ министрӗпе Денис Мантуровпа Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» предприятире ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ чухне каланӑ.

Раҫҫей Минпромторгӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи куна регионти ФРП 2,3 млрд тенкӗ ытла. 2021 ҫултанпа пӗтӗмӗшле 1, 8 млрд тенкӗлӗх 28 кивҫен панӑ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Ен 2024 ҫулхи укҫа-тенкӗпе регионти пӗрлехи субсиди панӑ май тата 82 млн тенкӗ илӗ. Укҫана лизинг тӳлевӗсем, ҫӗнӗ оборудовани туянма, ҫавӑн пекех регионти ФРП хушма  тӗрев пама ярӗҫ. 2022 ҫулта вӗсене 2021 ҫулхипе танлаштарсан инвестпроектсен укҫа-тенкӗ пулӑшӑвне 4, 5 хут ӳстернӗ.

«Регионти промышленноҫ предприятийӗсем патшалӑх пулӑшӑвӗн федераллӑ тата регионти мерисемпе активлӑ усӑ курни пӗлтерӗшлӗ, паян та ҫак ӗҫӗн кӑтартӑвӗсене куратпӑр. Ӗҫчешсем хальхи условисенче кирлӗ пысӑк хаклӑ таварсем кӑлараҫҫӗ. Регионти предприятисем промышленноҫа аталантармалли федераллӑ Фондпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Пурӗ 3 млрд ытла тенкӗлӗх регионӑн 7 проектне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтернӗ», – тенӗ Раҫҫей Правительствин вице-премьерӗ - Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ министрӗ Денис Мантуров.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫултанпа промышленноҫа пӗрлештернӗ патшалӑх пулӑшӑвне 20 хут ытла ӳстернӗ - 2022 ҫулта 7 млрд тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Юлашки икӗ ҫулта регионти ҫӗнӗ пулӑшу мерисем ӳстереҫҫӗ. Тӗслӗхрен, ҫӗнӗ технологи оборудованийӗ туянма субсидилесси, вӑрман промышленноҫне пулӑшмалли программа.

Олег Николаев ҫавӑн пекех 2024-мӗш ҫулсем валли Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн уйрӑм программи мӗнле пурнӑҫланни ҫинчен каласа панӑ: «Ҫак программа ӗҫлеме пуҫланӑранпа 2, 6 пине яхӑн яланхи ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ, 25 млрд ытла тенкӗлӗх бюджет инвестицийӗсене явӑҫтарнӑ, 540 яхӑн инвестици проектне пурнӑҫа кӗртнӗ, ҫакӑ палӑртнӑ планран 2, 1 хут пысӑкрах. Мероприяти программи шайӗнче пурнӑҫланакансем республикӑри чухӑнлӑх шайӗн кӑтартӑвне 2020 ҫулта 16, 8% таран 2022 ҫулта 14, 8% таран чакарма, ӗҫсӗрлӗх шайӗ - 6, 1% 3, 2% таран пулӑшнӑ», – тенӗ вӑл.

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ «Техмашхолдинг»  проекчӗпе паллаштарнӑ, хӑмла тирпейлекен комплекс йӗркелес ӗҫе хатӗрленнине пӗлтернӗ. «Пирӗн хӑмла туса  илессине тата тирпейлессине ҫӗнӗрен чӗртсе яма май пур, Раҫҫей Федерацийӗнче ку енӗпе эпир центр пулса тӑтӑмӑр. Пӗрремӗш комбайн туса кӑлартӑмӑр, халӗ хӑмла типӗтекен машинӑна хута ярассипе ӗҫлетпӗр. Сирӗн пулӑшӑва ыйтасшӑн. Пирӗн 200 га хӑмла лартса ҫитӗнтермелли лаптӑк пур. Ҫитес ҫулсенче эпир лаптӑка 2 пин га таран ӳстерме палӑртатпӑр», – тенӗ Пуҫлӑх.

Ҫавӑн пекех Олег Николаев «Балтика» сӑра вӗретекен компани Чӑваш Енре хӑмла туса илмелли программӑна кӗме палӑртнине пӗлтернӗ. «Ҫитес ҫул компани 120 гектар хӑмла лартма палӑртать. Ҫӗрсем вӗсене валли уйӑрнӑ», – тенӗ вӑл.

Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» предприятинче Денис Мантуров ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре пулнӑ май,  ҫурма прицеп туса кӑларакан цехсене пӑхса ҫаврӑннӑ. «Ҫеҫпӗл» - Раҫҫейре химилле агрессивлӑ шӗвексем валли цистернӑсем туса кӑларакан пӗртен-пӗр  предприяти шутланать.  Предприятийӗн пуласлӑхри планӗсем тата та пысӑккине курса ӗненнӗ сумлӑ ертӳҫӗ.  

Олег Николаев Денис Мантурова Чӑваш Еншӗн пӗлтерӗшлӗ инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме, троллейбус паркне ҫӗнетме тата «Валдай-45Р» виҫӗ карап туянма витӗм кӳнӗшӗн тав сӑмахӗсем каланӑ.

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче ертӳҫӗсем регионӑн лифт оборудованине ҫӗнетес ыйтӑва туса ирттересси пирки калаҫса татӑлнӑ. «Эпир регионӑн федераллӑ кураторсем пулнӑ май общество транспорчӗн паркне ҫӗнетме тӗрев патӑмӑр. Регионӑн лифт хуҫалӑхне ҫӗнетес ыйтӑва сӳтсе яврӑмӑр. Ҫакӑн валли 1 млрд  тенкӗ таран уйӑрма шутлатпӑр. Раҫҫей Федерацийӗн Правительствинче ӑна тӗплӗн пӑхса тухӑпӑр», – тесе каланӑ  Денис Мантуров.

 



30 октября 2023
08:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter