Олег Николаев вуншар пин специалиста, ытти регионсене тухса кайса ӗҫлекенсене ял хуҫалӑх пайне явӑҫтарма чӗнсе каланӑ

Олег Николаев вуншар пин специалиста, ытти регионсене  тухса кайса  ӗҫлекенсене ял хуҫалӑх пайне явӑҫтарма чӗнсе каланӑ

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ  Олег  Николаев АПК ветеранӗсен союзӗн пайташӗсемпе ирттернӗ тӗлпулура пӗлтернӗ. Палӑртнӑ мероприятине Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунне халалланӑ май йӗркеленӗ.  Уҫӑ калаҫӑва пухӑннисем ял хуҫалӑх пайне кадрсемпе тивӗҫтерес ыйтӑва тарӑн пӑхса тухнӑ.

«Тӗллевлӗ хатӗрленӳ шучӗпе эпир специалистсене 5-7 ҫултан  каялла хамӑрӑн патне илсе килме пултарайратпӑр.  Пире вара специалистсем кирлӗ паян. Ҫак ыйтӑва пирӗн  татса памалла. Кунта пирӗн сирӗнпе резервсем - ытти регионсенчи пирӗн ентешсем. Кашни ҫулла Чӑваш Енрен 70 пине яхӑн ҫын  ытти регионсене ӗҫлеме ҫул тытать.  Ку ыйту ҫине пирӗн тимлӗх уйӑрмалла»,   тесе хыпарланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Ҫав вӑхӑтрах вӑл республикӑри  агропромышленноҫ пайӗнче тӑрӑшакансен ытти регионсенчи пекех шалу укҫи пӗр тан пулнине те асӑннӑ.

Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗн шухӑшӗпе, республикӑра специалистсене тӗллевлӗ хатӗрлесси аван пулса пырать.« Тӗллевлӗ хатӗрленӳ пӗрремӗш ҫул кӑна мар пур ӗнтӗ пирӗн регионта.  Муниципалитет пӗрлешӗвӗсен пуҫлӑхӗсем кашни ҫулах кирлӗ кадрсем пирки хыпарсене ятарӑ службӑсене илсе ҫитереҫҫӗ»,  тесе сӑмаха малалла тӑснӑ республика Пуҫлӑхӗ.

Унсӑр пуҫне республикӑра професси ориентацийӗ тата ял валли кадрсем хатӗрлемелли тытӑма  ача сачӗсенчен пуҫласа профильлӗ вӗрентӳ организацийӗсенче вӗренмелли таранах  йӗркелеҫҫӗ.

Вице-премьер  Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ тӑрӑх, регионти ял тӑрӑхӗнчи 160 ача сачӗпе шкул ҫумӗнчи ушкӑнсене ял хуҫалӑх таварӗсене тирпейлесе кӑларакан предприятисене ҫирӗплетнӗ. Вӗсем экскурсисем ирттереҫҫӗ, ял хуҫалӑхӗпе паллаштараҫҫӗ. 50 ача садӗнче  наставниксем пулӑшу панипе агролабораторисем уҫнӑ. 

Кашни муниципаллӑ округра 21 шкул базинче агроклассем уҫнӑ. Аслӑ класра вӗренекен 450 ача унта тарӑн пӗлӳ пухать.

Ял хуҫалӑх енӗпе специалистсене хатӗрлесе кӑларакан 5 техникумра 3 255 студент вӗренет, ҫулсерен специалистсем  хатӗрлесе кӑларасси 600 ытла ҫынпа танлашать.

Профильлӗ аслӑ пӗлӗве студентсем Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче илме пултараҫҫӗ. Абитуриентсем валли 608 бюджет вырӑнӗ уйӑрнӑ, 103 студента ятарлӑ направленипе АПК организацийӗсенче малашлӑхпа ӗҫлемелли тӗллевлӗ вӗренме аслӑ шкулсене йышӑннӑ.

 



31 октября 2023
13:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter