Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов суд приставӗсен службин ӗҫченӗсен кунне халалланӑ мероприятие хутшӑннӑ

Вячеслав Борисов Суд приставӗн кунӗпе ведомство ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене професси уявӗпе саламласа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн саламне вуласа панӑ.

«Суд приставӗсен служби патшалӑхӑн чи пӗлтерӗшлӗ институчӗсенчен пӗри шутланать, унӑн тухӑҫлӑхӗнчен патшалӑх прависемпе интересӗсене тата пирӗн мӗнпур граждане хӳтӗлесси тӳрремӗнех килет. Пысӑк яваплӑхпа профессионализм ыйтакан пӗлтерӗшлӗ миссие ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлатӑр.

Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан органӗсен тытӑмӗнче сирӗн службӑн пӗлтерӗшӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Эпир ӗҫ тӑвакан производство ыйтӑвӗсемпе тухӑҫлӑ ӗҫлетпӗр. Аренда тӳлевӗсем, предприятисен ӗҫченӗсен умӗнчи парӑма шыраса илессине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Халӗ, тулашри политика лару-тӑрӑвӗн ҫивӗч условийӗсенче, ҫирӗплӗхпе тивӗҫтерни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫакна тума эпир хамӑр пӗр-пӗринпе тухӑҫлӑ ӗҫлемелли механизмсене пӗрле хатӗрлесе ҫитерме хатӗр.

Малашне те патшалӑхпа общество интересӗсене шанчӑклӑн хӳтӗлесе лартнӑ тӗллевсене ӑнӑҫлӑ татса парасса шанса тӑратӑп. Сире малашне те ӗҫре чи ыррине, ӑнӑҫу сунатӑп!» - тесе каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн салам йӗркисенче.

Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Республикинчи — Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Резник ӗҫтешӗсемпе ветерансене салам сӑмахӗсем каланӑ. «Суд приставӗсен служби пирӗн ҫӗршыври чи пӗлтерӗшлӗ патшалӑх институчӗсенчен пӗри шутланать, ведомство граждансен прависемпе саккунлӑ интересӗсене хӳтӗлемелли механизм», - тесе ҫапларах каланӑ вӑл.

Управленин чи лайӑх сотрудникӗсене служба ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн ведомство тата патшалӑх наградисемпе хавхалантарнӑ.



01 ноября 2023
14:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter