Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Ялта чи лайӑххисем» ача-пӑча пултарулӑх форумӗ иртрӗ

Кӑҫал ӑна иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Асӑннӑ конкурса республикӑри шкулсемпе ача сачӗсенчен 2 пин ӗҫ ярса панӑ. Финала 66-н тухнӑ.

Республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ маттур ачасене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ - ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, республикӑри Хӗрарӑмсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева тата ыттисем саламларӗҫ. Уява килнисене Чӑваш Енре туса кӑларнӑ «Ялта чи лайӑххисем» ятлӑ  тутлӑ пӗремӗкпе хӑналарӗҫ.



01 ноября 2023
10:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter