Икӗ ача паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн медаль илнӗ

Чӑваш Енри икӗ ача, Тимур Ильин тата Станислав Андреев, Федераци Канашӗн «Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» медалӗпе чысланӑ. Тимур наградӑна Валентина Матвиенко Председатель аллинчен илнӗ. Вӑл Шупашкарти 56-мӗш шкулта 2-мӗш класра вӗренет. 2020 ҫулта Тимур Вӑрнар тӑрӑхӗнче юхан шыв ҫинче пӑр айне анса кайнӑ тусне Богдана ҫӑлнӑ. Лешӗ ун чухне 6 ҫулта пулнӑ.



https://www.chuvash.org/news/36441.html
02 ноября 2023
16:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter