Чӑваш Енре выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме май паракан икӗ пысӑк объект уҫнӑ

Чӑваш Енре выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме май паракан икӗ пысӑк объект уҫнӑ

Хӗрлӗ Чутай округӗнче Тарапай  ялӗнче 650 пуҫ выльӑха усрама «Коминтерн» СХПКра пӑру вити, ҫавӑн пекех Шупашкар округӗнчи «Чурачӑк» АОра  мӑйракаллӑ шултра 750 выльӑх  валли пысӑк объект хута янӑ.

«Коминтерн»  хуҫалӑхӑн  виҫҫӗмӗш  тапхӑрпа инвестициллӗ проекчӗ туллин пурнӑҫа кӗнӗ. Маларахри тапхӑрпа предприяти 600 выльӑх усрама май паракан пысӑк объект хута янӑ пулнӑ.  Каярах ӗнесене сума май паракан хушма объект та туса лартнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, выльӑх-чӗрлӗх валли мӗнур условисем хатӗресе ҫитернӗ палӑртнӑ хуҫалӑхра,  3 уйӑхран пуҫласа 12 уйӑха ҫитнӗ пӑрусене самӑртса пыма хӑтлӑ  майсем пур.  

Икӗ предприяти те сӗт тирпейлесе илекен чи малта пыраканнисен йышӗнче  – 9 уйӑхра 6, 1 пин тоннӑран кая мар  чӗртавар туса илнӗ, ӳсӗм пурри куҫкӗретех.

2023 ҫулта пӗтӗмпе сӗт-ҫу выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе регионта  20 ытла инвестици проекчӗ пурнӑҫланать, вӗсене тӗпе хурса фермӑсене реконструкцилеҫҫӗ тата модернизацилеҫҫӗ.

9 уйӑх пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, ял хуҫалӑх организацийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче  мӑйракаллӑ шултра выльӑхсен шучӗ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан  3, 9% таран ӳснӗ, 95, 5 пин пуҫа ҫитнӗ.  2022 ҫулхипе танлаштарсан сӗт туса илесси 7, 9% хӑпарнӑ  – 183 пин тонна тирпейлесе  кӑларнӑ.

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче ҫапларах каланӑ: «Коминтерн» СХПКра мӗнле ӗҫлени, унта пысӑк шайра чылай тупӑш илме тата ҫамрӑк специалистсем валли ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме май паракан производство йӗркелени савӑнтарать. «Чурачӑк» АО команди республикӑн агропромышленноҫ пайне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывать. Вӗсем ҫӗнӗ пуҫарусемпе  пысӑк технологисене пурнӑҫа кӗртсе пыраҫҫӗ.  Ку вара пуласлӑхӑн тӗп никӗсӗ тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ. Асӑннӑ предприятисем ытти ял хуҫалӑх организацийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсемшӗн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ», – тенӗ вӑл.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ  Сергей Артамонов сӑмаха малалла тӑснӑ май хуҫалӑхсенче пысӑк  ӳсӗмпе ӗҫлени патшалӑх пулӑшӑвне вӑхӑтра тивӗҫнипе те ҫыхӑннине палӑртнӑ. Сӗт сӑвӑмӗ пысӑк пулсан, инвестициллӗ проектсемпе хастар ӗҫлесен, пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвасси те часах тенӗ вӑл.  Сӗт-ҫу таварӗсенчен пухӑнакан тупӑша ӳстерессипе, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ витӗм кӳнипе ятарлӑ субсидисем пама йышӑну туса хӑварнине те тепӗр хут палӑртса каланӑ Сергей Артамонов.  Пӗр сӑмахпа калас пулсан, республикӑра выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе кирлӗ пек мӗнпур условисем ҫителӗклӗ хатӗрлесе ҫитерни куҫкӗретех. Предприятисене аталантарас текенсен, хӑйсен пысӑк кӑмӑл пулмалла, ун пек чухне  кӑтартусем те ырӑ енне улшӑнса пырасси пурсӑмӑра та иккӗлентермӗ.    



03 ноября 2023
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter