Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлани

Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем, ентешĕмĕрсем!

Сире Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Ҫак уяв Раҫҫей халӑхӗн ҫӗршыв хӑвачӗшӗн пӗрле чӑмӑртанмалли авалхи йӑли-йӗркине сӑнарлать.

Ҫакӑ пире ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем тума хавхалантарать, патшалӑхӑмӑрӑн интересӗсене, пирӗн халӑхӑн хӑйӗн ӑс-хакӑл хаклӑхӗсен никӗсӗ ҫинче малалла аталанмалли правине хӳтӗлеме, Хӗвел анӑҫ ҫӗршывӗсен ушкӑнне хирӗҫ тӑма вӑй-хал кӳрет.

Владимир Владимирович Путин Президентӑмӑр ертсе пыракан нимрен те ҫирӗп, нумай нациллӗ тата нумай тӗнлӗ пирӗн пӗрлӗхӗмӗр хальхи гегемонсем унчченхи Украина территорийӗнче пӑхса ҫитӗнтернӗ неонацизмпа фашизма хаяррӑн хирӗҫ тавӑрма май парать.

Чӑваш Республики ҫӗршывӑмӑр аталанӑвне нумай енӗпе хӑйӗн тивӗҫлӗ тӳпине хывать.

Пӗр-пӗрне пулӑшасси, халӑхсен туслӑхӗ пирӗн пурнӑҫри яланхи тӗп хаклӑхсем пулса тӑччӑр.

Хамӑрӑн Аслӑ Раҫҫейӗн, тӑван республикӑмӑрӑн кал-кал аталанӑвне эпир пӗрле, тачӑ пӗрлӗхе чӑмӑртанса кӑна тивӗҫтерме пултаратпӑр.

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                           Олег Николаев

 



04 ноября 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter