2023 ҫулта Чӑваш Енре 970 пин тонна ытла тӗш тырӑ пухса кӗртнӗ

2023 ҫулта Чӑваш Енре 970 пин тонна ытла тӗш тырӑ пухса кӗртнӗ

Ку республика историйӗнче чи пысӑк кӑтартусенчен пӗри.

Тӗш тырӑ пухас ӗҫӗн хӑвӑртлӑхӗпе Чӑваш Ен  федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗн регионӗсен хушшинче 5 вырӑнта тӑрать тата Раҫҫейӗн вӑтам  кӑтартӑвӗнчен 90%, федерацин Атӑлҫи округӗнчен 84, 3% пысӑкрах  пулни сисӗнет. Ку вӑл юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне статистикӑн малтанласа палӑртнӑ кӑтартӑвӗсем.  Тишкерӳ тунӑ тӑрӑх, юлашки  виҫӗ ҫул хушшинчи вӑтам кӑтартуран  чылай пысӑк пулни те курӑнать. Тӗш тырӑ 970 пин тонна ытла пухса кӗртнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен 2023 ҫулхи 9 уйӑхра ял хуҫалӑх организацийӗсенче продукци туса илесси 22, 9 миллиард тенкӗпе танлашнӑ, ял хуҫалӑх производствин индексӗ – 101, 7% ҫитнӗ.

Ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳсемпе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунне халалланӑ  мероприятире  паллаштарнӑ.

«Хӗрлӗ Чутай тата Шупашкар округӗсенче пӑрусене самӑртма ҫӗнӗ фермӑсем уҫнӑ. Ҫитес вӑхӑтра ҫӗнӗ объектсем тата уҫӑлӗҫ. Производство кӑтартӑвӗсем кӑна мар, вӑтам ӗҫ укҫин цифрисем те кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ. Агропромышленноҫ комплексӗн организацийӗсен ӗҫӗ-хӗлне пысӑклатнине, тухӑҫлӑха, пысӑк стандартпа производствӑна тата ҫынсен ӗҫ укҫине  ӳстерме май панине тепӗр хут ҫирӗплетет. Хуҫалӑхӑн пӗчӗк формисенче те ҫавнашкалах меслетсем ӳстермелле. Чӑваш Республикин Правительстви хута янӑ пулӑшӑвӑн ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗсен шутӗнче агрегаторсене йӗркелесси. Ҫавӑн пекех агрегаторсем ҫителӗклӗ тавар калӑпӑшӗсене йӗркелеме, йӗркеленекен тавар ҫулӗсемпе юхӑмӗсене тивӗҫтерме те май парӗҫ», – тенӗ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев юлашки ҫулсенче пурнӑҫлама май килнӗ кӑтартусем инвестици проекчӗсене, шалти пулӑшу формисене суйласа илни тӗрӗс пулнине, пӗтӗмӗшле илсен – пӗрле вӑй хунине ҫирӗплетнине каланӑ.

Чӑваш Республикинчи ял хуҫалӑх таварӗ туса илекенсене валли патшалӑх  енчен  78 тӗрлӗ пулӑшу куҫать, 2023 ҫулта 6, 2 млрд тенкӗ  тӑкакланӑ. 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне республикӑри ял хуҫалӑх таварӗ туса илекенсем 202 трактор туяннӑ, ку вӑл пӗлтӗрхи  ҫак тапхӑртан 1, 5 хут нумайрах, тӗш тырӑ выракан  41 комбайн  илнӗ. Производствӑна техника енчен ҫӗнетес ӗҫ малалла пырать.

 



07 ноября 2023
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter