Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  Китая ӗҫлӗ ҫул ҫӳреве тухса  кайнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  Китая ӗҫлӗ ҫул ҫӳреве тухса  кайнӑ.

Чӑваш Ене Ертӳҫи Олег Николаев Китая каясси пирки  маларах та хыпарсем пулнӑччӗ-ха. Унта «Атӑл-Янцзы» форматпа регионсен хушшинчи канаш ларӑвӗ иртет.

Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров ертсе пыракан делегаци йышӗнче Олег Николаев.  Ятарлӑ делегаци Цзянси провинцири Нанчан хулине ҫитсе килме палӑртнӑ. «Атӑл-Янцзы» форматпа канаш чӳк уйӑхӗн 6-9-мӗшӗсенче иртет.

Олег Алексеевич ертсе пыракан делегацийӗ  Наньчан хулин историйӗпе паллашнӑ, VR-оборудовани туса кӑларакан савута ҫитсе курнӑ.



https://www.chuvash.org/news/36487.html
08 ноября 2023
08:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter