Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ «Радио родных дорог» хумӗ ҫинче тӳрӗ лини ирттерӗ

Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ «Радио родных дорог» хумӗ ҫинче  тӳрӗ лини ирттерӗ

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе ирттерекен тӳрӗ эфир кӑнтӑрла 12.00 сехетре пуҫланать.  Кӑларӑм вӑхӑтӗнче вӑл республикӑри чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем пирки каласа кӑтартать.  Тӳрӗ лини мелӗпе йӗркеленӗ Олег Николаев хутшӑнакан кӑларӑма телеграм-канал тата сообщество VK  страницисенче курма тата итлеме пулать.  Кунсӑр пуҫне ВКонтактри «Радио Родных Дорог | Чувашия», «Чувашская Республика» пӗрлӗхсенче те. 

Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче ыйтусене ятарлӑ формӑпа ҫырма май пур.  Пӗр сӑмахпа каласан, ВКонтактри «Радио Родных Дорог | Чувашия» страницӑра вырнаҫтарнӑ анонс хыҫҫӑн кашниех хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне пӗлтерме пултарать.  

Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче студине 8-800-222-10-02 номерпе шӑнкӑравласа тухма пулать.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ирттерекен тӳрӗ лини мелӗпе йӗркеленӗ уҫӑ калаҫу  республикӑра пурӑнакансемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫапла майпа пирӗнтен кашниех хӑйӗн шухӑшӗсене республика Пуҫлӑхӗ патне ҫитерме пултарать. 

«Радио родных дорог»  кӑларӑма  эфирта Шупашкар 102.0 Fm, Ҫӗрпӳ 99.0 Fm, Канаш, Иӗпреҫ 103.6 Fm, Куславкка 95.7 Fm, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ 103.2 Fm, Улатӑр 103.4 Fm, Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав 105.9 Fm, Етӗрне 103.2 Fm хумсем ҫинче итлеме май пулӗ. 



10 ноября 2023
08:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter