Юлашки виҫӗ ҫулта ултӑ е тата ытларах ачаллӑ пур нумай ачаллӑ ҫемьене те ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернӗ

Юлашки виҫӗ ҫулта ултӑ е тата ытларах ачаллӑ пур нумай ачаллӑ ҫемьене те ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернӗ

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар хулинчи Башмачников урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртра хваттер уҫҫисене тыттарнӑ май каланӑ. 91 хваттере авариллӗ ҫурт-йӗр фондӗнчен куҫаракан граждансене, 16 — нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесене, ҫав шутра инвалидсене, 9 — тӑлӑх ачасене панӑ.

« Чӑваш Ен нумай ачаллӑ ҫемьесене хваттерсемпе хӑвӑрт тивӗҫтерекен регионсенчен пӗри шутланать. Пилӗк тата ытларах ачаллӑ ҫемьесене хваттерсемпе планпа тивӗҫтермелли обязательствӑсем пур пирӗн. 2021 ҫулта эпир сакӑр тата ытларах ачаллӑ ҫемьесене, пӗлтӗр — ҫичӗ ачапа тата ытларах, кӑҫал пилӗк тата ытларах ачаллӑ ҫемьесене планпа пӑхнисӗр пуҫне ултӑ тата ытларах ачаллӑ ҫемьесене хваттерсемпе туллин тивӗҫтертӗмӗр», — пӗлтернӗ республика Пуҫлӑхӗ.

Олег Николаев республикӑн тӗп хулинчи ҫӗнӗ ҫуртпа граждансене кивӗ тата авариллӗ ҫурт-йӗртен куҫармалли программа  туллин пурнӑҫланнине  палӑртнӑ. Программӑпа Шупашкарта пӗтӗмӗшле 240 граждана хваттерпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Пӗтӗмпе республикӑра пӗтӗмӗшле 117 пурӑнмалли пӳлӗмре пурӑнакан 286 граждана 4 пин тӑваткал метр йышӑнакан (16 ҫуртра) вырнаҫтармалла.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ тӑлӑх ачасем федераци правительствипе пӗрлехи программӑпа ҫӗнӗ ҫуртра хваттерсем илнине  асӑннӑ. «Укҫа-тенкӗпе тивӗҫтересси ӳссе пырать, ҫитес 5 ҫулта ҫак йывӑрлӑха туллин татса пама тӗллев лартнӑ», — палӑртнӑ Олег Николаев.

 

 



10 ноября 2023
18:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter