Ҫӗрпӳ хули ҫывӑхӗнчи А-151 трасса лаптӑкӗнче автомашинӑсене ҫӳретме ҫав тери чаплӑ условисем йӗркеленнӗ

Ҫӗрпӳ хули ҫывӑхӗнчи А-151 трасса лаптӑкӗнче автомашинӑсене ҫӳретме ҫав тери чаплӑ условисем йӗркеленнӗ

Ҫул-йӗр лаптӑкне тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарнӑ хыҫҫӑн унта тӑватӑ ҫӳрев тӑрӑхӗ хута кайнӑ.  Ҫуран ҫӳрекенсем валли те хӑтлӑ условисем йӗркеленӗ. Федераци пӗлтерӗшлӗ автоҫул 5,6 ҫухрӑма ҫити тӑсӑлать.

«Чӑваш Республикинче пурӑнакансемпе пирӗн тӑрӑха курма килекенсем валли чаплӑ ҫул пулса тӑчӗ.  Бизнеса аталантарма та аван. Пӗр муниципалитетран тепӗр муниципалитет округне ҫитме меллӗ. Пилӗк ҫуллӑха йышӑнса хӑварнӑ программӑна тӗпе хурса, халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатса пыни куҫ кӗретех. Регион шайӗнчи ҫул-йӗрсен тытӑмне ҫӗнетсе пыни те ҫакнах ҫирӗплетет.  Пӗр сӑмахпа каласан, хулара пурӑнакансем анчах мар, ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем те, пӗр тан лайӑх условисене кура, хӑйсен пурнӑҫ шайне ӳстерсе пыраҫҫӗ.  Ҫул-йӗр строителӗсем хӑйсене шанса панӑ ӗҫе яваплӑха туйса, тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ. Тепӗр тесен, графикпа пӑхса хӑварнӑ ӗҫсене пӗтӗмпех вӑхӑтра туса пынӑ.  Апла пулсан, пуласлӑхри ӗҫсем те ҫакӑн евӗр пурнӑҫа кӗрсе пырассине шанатпӑр. Хамӑрӑн ума лартнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫланӑ», - тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Паянхи кун ҫӗнӗ ҫулсене харӑсах тӗрлӗ регионсенче хута янӑ: Чӑваш Енре, Бурятинче, Ярославльпе Иркутск облаҫӗсенче. 

Чӑваш Республикишӗн асӑннӑ объект питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе каланӑ видео-ҫыхӑну мелӗпе сӑмах илнӗ федерацин Ҫул-йӗр агенствин ертӳҫи Роман Новиков.

Чӑваш Енре паян хута каякан объект Раҫҫей Федерацийӗн Транспорт министерствин транспорт аталанӑвӗн концепцийӗпе тӳр килет.  Объект икӗ хулана,  Шупашкарпа Канаша, пӗрлештерсе  вӗсене М-12 автоҫул ҫине тухма май парать.  



13 ноября 2023
17:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter