Професси уявне палла турĕç

Чӳк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççейре Шалти ĕçсен органĕсенче тăрăшакансен кунĕ. Шăпах çак кун 1917 çулта совет влаçĕ «Ĕç милицийĕ пирки» декрет йышăнать. 1802 çулта вара Пĕрремĕш Александр патша шалти ĕçсен министерствине йĕркелет.

Çапах та йĕрке хуралĕн тытăмĕ 16-мĕш ĕмĕртех никĕсленме пуçланă. Ун чухне çĕршывра ятарлă староста — хальхи участковăй тивĕçĕсене пурнăçлакансем вăй хунă. Эппин, шалти ĕçсен тытăмĕн историйĕ пилĕк çĕр çула яхăн.

Професси уявĕнче ĕçре палăрнă йĕрке хуралçисене, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене  чысларĕç, вĕр çĕнĕ тимĕр утсем парса  савăнтарчĕç.  



НТРК
13 ноября 2023
17:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter