Республика бюджечӗн укҫи-тенкипе Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсене валли пысӑк технологиллӗ хатӗрсем туяннӑ

Республика бюджечӗн укҫи-тенкипе  Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсене валли  пысӑк технологиллӗ хатӗрсем туяннӑ

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Федерацийӗн шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗн кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприятире пӗлтернӗ. Чӑваш Енре дронсенчен хӳтӗленмелли  пӑшалсем туяннӑ. Вӗсене туянма республика бюджетӗнчен тӑкакланнӑ. Ҫитес вӑхӑтра вӗсене Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине парӗҫ. Асӑннӑ пысӑк технологиллӗ хатӗрсем уйрӑмах асӑрханмалли зонӑсене хӳтӗлеме кирлӗ пуласси куҫкӗретех.

«Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствине ятарлӑ территорисене, ҫав шутра республикӑн тӗп хулипе ытти хуласене те, май килнӗ таран хӳтӗлеме май пултӑр тесе парӑпӑр», – тесе палӑртса каланӑ Олег Николаев.

Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗн кунӗ – саккунлӑхпа тӗрӗслӗхе, ҫын пурнӑҫӗпе прависене, патшалӑхпа общество интересӗсене хӳтӗлесси професси тивӗҫӗ тата пурнӑҫ тӗллевӗ пулса тӑракан ҫынсене чыс-хисеп туни тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ республика Пуҫлӑхӗ.

Регион Ертӳҫи шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсене ӗҫе парӑннӑшӑн, саккунсене пӑхӑнса, яваплӑха туйса таса чунпа хӑйсене шанса панӑ ӗҫе пурнӑҫланӑшӑн тав тунӑ. «Информаци технологийӗсемпе усӑ курса право йӗркине пӑсакансен шучӗ юлашки ҫулсенче ӳссе пынине кӑтартать статистика. Ҫакӑ пиртен хальхи йышши оборудованипе тата хальхи вӑхӑтри хатӗрсемпе пӗлсе усӑ курма хистет. Эпир ку тӗлӗшпе планпа килӗшӳллӗн ӗҫлетпӗр. Ҫавӑн пекех халӑхӑн цифра тата финанс пӗлӗвне ӳстерни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ, вӗсем ҫине те эпир пысӑк тимлӗх уйӑрвтпӑр. Пирӗн тӗллев - ачасене усал ӗҫсем тӑвасинчен сыхӑ тӑрасси тата информаци вӑрҫинчен хӳтӗлесси», – тенӗ вӑл.

Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсене професси уявӗпе Чӑваш Республикинчи шалти ӗҫсен министрӗ Виктор Шметков полицин генерал-майорӗ тата ытти официаллӑ ҫынсем саламланӑ. Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене тивӗҫе парӑннӑшӑн, пысӑк ӑсталӑхшӑн мухтаса тав тунӑ, пурне те ӑнӑҫлӑ служба, ҫирӗп сывлӑх суннӑ. Яланхиллех ӗҫре пысӑк кӑтартусемпе палӑрнисене ертӳҫӗсем патшалӑх наградисене парса чысланӑ.



13 ноября 2023
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter