Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 18-мӗш хут «тӳрӗ лини» мелӗпе уҫӑ калаҫу ирттернӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 18-мӗш хут «тӳрӗ лини» мелӗпе уҫӑ калаҫу ирттернӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа ирттерекен тӳрӗ эфир  «Радио родных дорог» хумсем ҫинче пулнӑ. 

Палӑртнӑ вӑхӑт хушшинче республика Ертӳҫи патне пӗтӗмпе 32 ыйту тӑратнӑ.  Вӗсем: ятарлӑ ҫар операцийӗпе ҫыхӑннисем, тӑван тавралӑха тирпей-илем кӗртесси, транспорт, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, пӗр сӑмахпа каласан социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ыйтусем пулнӑ. Шкулсене тӗпрен юсаса ҫӗнетесси ыйту та кун йӗркинчех тӑнӑ.  Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче ыйтусене ятарлӑ формӑпа ҫырма май пулнӑ.  ВКонтактри «Радио Родных Дорог | Чувашия» страницӑра вырнаҫтарнӑ анонс хыҫҫӑн кашниех хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне пӗлтерме пултарнӑ.  

Пӗтӗмӗшле калас пулсан, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн «тӳрӗ лини» мелӗпе ирттернӗ кӑларӑм вӑхӑтӗнче 304 ыйту пухӑннӑ. Вӗсенчен социаллӑ сетьсем урлӑ – 234, Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ – 48, «Радио родных дорог» студийӗн телефонӗ ҫине – 22 ыйтупа шӑнкӑравласа ҫынсем тухнӑ. Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан  строительство объекчӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем – 67, территорисене тирпей-илем кӗртессипе – 37, ҫулсене тирпейлесе хута ярассипе – 34, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӑсем – 25, СВО – 23, ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатассипе – 14, ача сачӗсемпе шкулсене юсассипе – 11, транспорт енӗпе – 9, ҫурт-йӗрсене хута ярассипе – 8, экологи – 8, хуҫасӑр ҫӳрекен килти чӗрчунсемпе ҫыхӑннисем – 8 тата ытти ыйтусем пулнӑ.  

Олег Николаев ыйтусене тӗплӗн хуравсем панӑ. Нумай ачаллӑ ҫемйесене хваттерсем парассипе тата ҫӗрсемпе тивӗҫтерессипе регионта хастар тӑрӑшнине хыпарланӑ вӑл. Хваттерсем туянма пая кӗрсе укҫа тӳлекенсем, паянхи кун та хӑшӗ-пӗрисем ҫурт-йӗрлӗ пулайман. Вӗсен ыйтӑвӗсене те тӗплӗн ҫутатса панӑ Ертӳҫӗ,  «Лидер» тата «Кувшинка» пирки те ӑнлатарнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ электросамокатсем, Шупашкарти пӗр  сквера Владимир Жириновский ятне парасси пирки, хуҫасӑр чӗрчунсене валли приют тӑвасси ҫинчен, ачасене валли медиацентрсем йӗркелесе ярасси пирки ыйтусем тавра тӗплен чарӑнса тӑнӑ.

Кӑларӑм вӑхӑтӗнче вӑл республикӑри чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем пирки каласа кӑтартнӑ.  Тӳрӗ лини мелӗпе йӗркеленӗ Олег Николаев хутшӑннӑ кӑларӑма телеграм-канал тата сообщество VK  страницисенче курма тата итлеме пулать.  Кунсӑр пуҫне ВКонтактри «Радио Родных Дорог | Чувашия», «Чувашская Республика» пӗрлӗхсенче те. 



15 ноября 2023
08:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter