Олег Николаев М-12 «Восток» трассӑн ҫӗнӗ лаптӑкне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ

Олег Николаев М-12 «Восток» трассӑн ҫӗнӗ лаптӑкне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ

Палӑртнӑ ҫула Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗ  Михаил Мишустин видео ҫыхӑну мелӗпе мероприятине хутшӑннӑ май уҫнӑ. 153 ҫухрӑм тӑсӑлса выртакан ҫултан Чӑваш Республикин территорийӗнче 81 ҫухрӑмне тирпейлесе хута янӑ, объектсем: Ҫӗмӗрлере, Вӑрнарта, Йӗпреҫре, Канашра, Тӑвайӗнче, Каҫал енре. Автоҫула питӗ лайӑх тирпейлесе сарнӑ, харӑсах тӑватӑ ҫӳрев тӑрӑхӗ хута янӑ, Ҫӗмӗрле хулинчен Хусана тухма меллӗ, Р-241 автоҫулпа  та  ҫыхӑнтарать.

Ҫӗнӗ лаптӑкра пӗтӗмпех мӗн кирлине ҫӗнетсе улӑштарнӑ. Чӗрчунсене ҫул тӑрӑх каҫма условисем йӗркеленӗ. Тепре чухне вӗсене пула та кӗтменлӗхсем сиксе тухаҫҫӗ автомашина ҫулӗсем ҫинче.  Мускавран Хусана ҫитмелли автомашина ҫулне 2023 ҫулта раштав уйӑхӗнче уҫма палӑртса хунӑ.  Чӑваш Республикипе Чул хула облаҫне ҫыхӑнтарса тӑракан ҫӗнӗ автомашина ҫулӗ пирӗн республика территорийӗнче 94 ҫухрӑм йышӑнать. Сӑр юхан шывӗ урлӑ кӗпер хывса хӑварасси те планра пур.    Маларахри тапхӑрта 12 сехет хушшинче Мускавран Хусана ҫитнӗ пулсан, халӗ ҫӗнӗ ҫулпа М-7 трассӑпа 6,5  сехет хушшинчех ҫитме май пулӗ. Вӑл ҫул территорийӗнче ытти ҫулсем пӗрлешмӗҫ.   

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫӗнӗ ҫула хута яни – регионта социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑна аталантарма меллӗ пуласса палӑртнӑ, тухӑҫлӑх пысӑк пуласси куҫ кӗретех тенӗ вӑл. «Палӑртнӑ муниципалитет пӗрлешӗвӗсен бюджетне налукран пухӑнакан тупӑш та чылай кӗнине асӑрхарӑмӑр.  Апла пулсан, ку территорисенче пурӑнакансем аван ӗҫлеҫҫӗ, шалу укҫине те вӑхӑтра илсе пыраҫҫӗ», – тесе палӑртса каланӑ тепӗр хут вӑл.  

Тепӗр тесен, шалти туризма аталантарса пыма аван.  Пӗр сӑмахпа каласан, автотуризм вӑй илсе пырасси куҫ кӗретех пулӗ.  Ҫӗнӗ трасса ҫывӑхӗнче «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ пур.  Ҫут ҫанталӑкӑн ытти пурлӑхӗсене те курса кӑмӑла ҫӗклеме аван.   

Автомашина ҫулӗ ҫывӑхӗнче инфратытӑма аталантарсан паха, вак тата вӑтам бизнесӑн аталанса вӑй илме пулать.  «Технопарксем, логистика центрӗсене хута яни вырӑнлӑ.  Канашран Казахстана меридиан иртӗ.  Ку лаптӑкра йывӑр тиенӗ машинӑсене валли меллӗ пулӗ.  Канаш Чӑваш Республикин чукун ҫул юппи шутланать, вӑл ытти регионсене пӗрлештерсе тӑрать: Ҫӗпӗре, Урала е тата Раҫҫей Федерацийӗн  ытти субъекчӗсене ҫыхӑнтарать», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.       

 



16 ноября 2023
09:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter