«Вера Кузьмина ячӗ наци театрӗсене пӗрлештерет», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

«Вера Кузьмина ячӗ наци театрӗсене пӗрлештерет», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ асӑну каҫне хутшӑннӑ.  

«Эпӗ хам чӑваш пулнишӗн, Вера Кузьмина пирӗн тӑрӑхра ҫуралса, чӑваша чапа кӑларма витӗм кӳнишӗн  те мӑнаҫланатӑп.  Вера Кузьмина пирӗн халӑх валли пуян ӑс-хакӑл тӗнчине парнелесе хӑварчӗ.  Вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗнче чӑваш искусствине чапа кӑларассишӗн,  чӑваш культури ламран-лама куҫса аталанса пытӑр тесе чылай тӑрӑшрӗ.  Вӑл калама ҫук паха сӑнарсене калӑпласа, театр урлӑ халӑх патне илсе ҫитерчӗ. Ӑна куракансем пӗрре мар унӑн сӑнарӗсем пирки чаплӑ сӑмахсем каласа тав турӗҫ.  Ҫитӗнекен ӑрушӑн унӑн  пултарулӑхӗ чӑн-чӑн тӗслӗх вырӑнӗнче.  Сцена ӑстисем унӑн пуян опытне тӗпе хурса, хӑйсен пултарулӑхне аталантарса пыма тӑрӑшаҫҫӗ», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  

«Вера Кузьминична пире пуян эткерлӗх парса хӑварчӗ. Вӑл хӑйӗн пунӑҫне чӑваш ӳнерне, чӑваш культурине, чӗлхине, хӑйневевӗрлӗхне упраса хӑварассине халалланӑ. Вера Кузьмина ячӗ наци театрӗсене пӗрлештерет», —  тесе каланӑ Олег Николаев.

«Вера Кузьмина наци культурисене пӗрлештерсе тӑракан тӗп сӑнар пулса тӑчӗ.  Шӑпах та, пирӗн республикӑра чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Чӗкеҫ» ятлӑ ҫӗнӗ фестиваль уҫӑлать.  Эпир хамӑр енчен мӗн кирлине пӗтӗмпех туса пама, ҫултан-ҫул фестиваль аталанса вӑй илсе пытӑр тесе тӑрӑшӑпӑр.      

Пирӗн региона килме кӑмӑл тунӑ театр ӑстисене тав тӑватӑп.  Чӑваш Республикин Правительстви Вера Кузьмина ячӗ ӗмӗр халӑх асӑнче упрантӑр тесе, унӑн сцена ҫинчи ӑсталӑхӗ ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче пулса тӑтӑр тесе тӑрӑшӗ», тенӗ вӑл.  

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев мероприятине пухӑннисене тав тунӑ май, Вера Кузьмина Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 75 ҫула яхӑн ӗҫление хыпарланӑ.  Асӑннӑ тапӑрта вӑл ҫӗр ытла сӑнар калӑпласа куракансем патне илсе ҫитернине  пӗлтернӗ.  Кашни сӑнар хӑйне евӗр, халӑх асӑнче ӗмӗр упранассине те пӗлсех тӑратпӑр тенӗ вӑл.  Чи пахи вара – Вера Кузьмина кирек-епле жанрта та тӗп сӑнарта пулни.  

Паллӑ ентешӗмӗре халалласа йӗркеленӗ асӑну каҫне унӑн ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсем, тус-юлташӗсем, пӗрле ӗҫленӗ сцена ӑстисем чылайӑн пухӑннӑ.  К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн фойинче  ятарӑ кура хатӗрлесе тӑратнӑ. Курма пыракансене валли чаплӑ видеофильмпа паллаштарнӑ.      



17 ноября 2023
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter