«Спорт вӑл – вӑй-халпа пӗрлӗхӗн никӗсӗ», – тесе палӑртса каланӑ Олег Николаев

«Спорт вӑл – вӑй-халпа пӗрлӗхӗн никӗсӗ», – тесе палӑртса каланӑ Олег Николаев

Спорт кӗрешӗвӗ енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышне Чӑваш Енри 25 спортсмен кӗнӗ. Республикӑшӑн базӑри спорт тӗсне малалла аталантарассине Шупашкарта иртекен арҫынсен хушшинче ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри XVII турнирӑн сумлӑ хӑнисемпе ирттернӗ тӗлпулура сӳтсе явнӑ.

Калаҫӑва Азербайджанпа Раҫҫей патшалӑх, политика тата общество деятелӗ Аббас Аббасов, Раҫҫей Геройӗ, генерал-лейтенант, Чӑваш Республикин спорт кӗрешӗвӗн Федераци президенчӗ Николай Гаврилов, Раҫҫей Геройӗ, ҫар генералӗ Владимир Проничев, Совет Союзӗн Геройӗ Руслан Аушев генерал-лейтенант хутшӑннӑ.

«Юлашки виҫӗ ҫулта спортӑн тӗрлӗ тӗсӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче Чӑваш Ен представителӗсем самаях нумайланнӑ. 2020 ҫулта 175 ҫын пулнӑ, вӑл та пулин вӗсенчен ҫуррин выляса илнӗ медалӗсем ытти регионсен зачетне кӗнӗ. Халӗ вара пирӗн – 261 ҫын. Вӗсен мӗнпур ҫӗнтерӗвӗ Чӑваш Ен зачетне каять.

Спортсменсем ытларах сборнӑй членӗсем пулса тӑччӑр тесен массӑллӑ спорта аталантармалла. Кунта та кӑтартусем пур пирӗн. Тӗслӗхрен, Николай Федорович Гаврилова пула пирӗн Сергей Козырев Чӑваш Еншӗн ирӗклӗ кӗрешӳре мала тухма пуҫларӗ. Медальсене ҫӗнсе илет. Ҫакӑ чун-хавалӗн ҫирӗплӗхӗн никӗсне йӗркелет тата малалла шанчӑклӑн утма та витӗм кӳрет», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Спорт кӗрешӗвӗпе регионта 2 966 ҫын хӑйсен ӑсталӑхне туптать. Пӗрремӗш разрядсем 82 ҫын, КМС – 86 ҫын, МС – 18 ҫын, МСМК – 2 ҫын тивӗҫлӗ пулнӑ.

«Тӑрӑшса ӗҫлени Сире тата Правительствӑна ытти регионсемшӗн вӑй хунӑ спортсменсене каялла хамӑрӑн тӑрӑха тавӑрма май пачӗ. Чӑваш Енӗн тӗп хулине Пӗтӗм Раҫҫейри турнира Раҫҫейри 25 регионти 140 ытла пултаруллӑ спортсмен килнӗ. Кӗрешӳ Федерацийӗн ҫитӗнӗвӗсен пуххинче – «Шкулти спорт кӗрешӗвӗ» программӑна ӗҫе кӗртни. Малашне те ӑна аталантарар», – тенӗ Чӑваш Республикин спорт кӗрешӗвӗн Федераци Президенчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ, генерал-лейтенант Николай Гаврилов.

«Спорт паян ҫӗршыва, ҫамрӑксене кирлӗ. Вӑл характера, вӑй-хала тата ҫаврӑнӑҫулӑха аталантарма витӗм кӳрет. Спорт ҫынсене пӗр чӑмӑра пухать», – тенӗ Раҫҫей халӑхӗсен Ассамблейин Канашӗн председателӗн ҫумӗ, «Кӗрешӳ тусӗсен клубӗн» председателӗ Аббас Аббасов.

«Эпӗ 11 ҫул кӗрешӳре, ҫичӗ Олимп вӑййинче пултӑм. Нумай ҫӳреме, курма тӳр килетчӗ, спорт аталанакан регионсенче пӗрлӗх пур тесе каласшӑн эпӗ. Унта туслӑх хуҫаланать», – тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрса.

Раҫҫей спортсменӗсен союзӗн президенчӗ Давид Мусульбес тата Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ, ҫар генералӗ Владимир Проничев тараватлӑ Чӑваш Ен тесе хакланӑ, ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе ирттерекен Пӗтӗм Раҫҫейри турнирӑн йӗркелӳ шайӗ пысӑк пулнине палӑртнӑ.

«Чӑваш Республикине Раҫҫейре ҫар хӗсмечӗ тӑрӑх тӑтӑшрах пӗлӗҫ. Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсенче Чӑваш Енри салтаксемпе офицерсем мӗнле хӗсметре тӑнине пур ҫӗрте те пӗлеҫҫӗ, пурте чӑваш халӑхӗ ҫинчен пӗтӗмлетӳ лайӑх тӑваҫҫӗ», –  тенӗ Чӑваш Республикин спорт кӗрешӗвӗн Федераци Президенчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ, генерал-лейтенант Николай Гаврилов.

Унӑн сӑмахӗсемпе килӗшсе, Совет Союзӗн Геройӗ, Руслан Аушев генерал-лейтенант, Афганистанра Чӑваш Енри призывниксене пысӑка хурса чысланине тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.



20 ноября 2023
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter