Ярославль тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗр хӗре пирӗн пата килсе курма сертификат парнеленӗ

Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ  Олег Николаев Ярославль тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗр хӗре пирӗн пата килсе курма сертификат парнеленӗ.

«Мне бы в Чебы» икӗ кунлӑх ҫулсӳреве асӑннӑ тӑрӑхри хӗр ВДНХри куравра тивӗҫнӗ. Ирина Пиленкова пирӗн тӑрӑхӑмӑрӑн куравӗпе паллашма пынӑ 10 пинмӗш ҫын пулнӑ.

Турпутевкӑсене ҫавӑн пекех «Книга моих путешествий» (чӑв. Манӑн ҫулҫӳревӗмсен кӗнеки) викторинӑна, «Открой бизнес в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре бизнес уҫ) вӑййа хутшӑнакансем хушшинче те выляттарӗҫ.



https://www.chuvash.org/news/36581.html
20 ноября 2023
10:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter