2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа выльӑх-чӗрлӗхе ҫирӗп йӗркепе учета илме тытӑнӗҫ

2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа выльӑх-чӗрлӗхе  ҫирӗп йӗркепе учета илме тытӑнӗҫ

 Кун пирки  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа «Россельхознадзор» федераци учрежденийĕн Ульяновск облаçĕпе Чăваш Республикинчи управленийĕн  ертӳҫи Алексей Палькин ирттернӗ уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче паллӑ пулнӑ.   

«Палӑртнӑ тапхӑр тӗлне мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутне регионта тӗпрен шута илмелле: сысна, чӑх-чӗп, лаша таврашне хуҫалӑхсенче тӗплӗн тишкермелле», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче асӑрхавпа тӗрӗслев ведомствин ертӳҫи.

Раҫҫейре ятарласа выльӑх-чӗрлӗхе учета илме  «Хорриот» — «ВетИС» цифра модуль тытӑмне йӗркелесе янӑ. Вӑл ӗҫе пуҫараканӗ Россельхознадзор шутланать.  Тӗп тӗллевсенчен пӗри – выльӑх-чӗрлӗх таварне тӗрӗслеве илесси, усал чир-чӗр алхасассинчен сыхӑ тӑрасси.  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӑмаха малалла тӑснӑ май, регионта выльӑхсем хушшинче усал чирсем сарӑлассинчен кулленех сыхӑ тӑнине асӑннӑ. Агропромышленноҫ тытӑмне хӑрушсӑрлӑхпа тивӑҫтересси ыйту приоритетлӑ пулса тӑнине палӑртнӑ вӑл. «Ял хуҫалӑх авталанӑвӗшӗн ҫав тери пӗлтерӗшлӗ ыйту. Экологи тӗлӗшӗнчен паха таварсемпе халӑха тивӗҫтерес тесессӗн, уйрӑмах ҫӳлерех палӑртнӑ ыйтусем ҫине тимлӗх уйӑрмалла. Тепӗр тесен, таварсене экспорта куҫарасснче те пӗлтерӗшле пулса тӑрать», – тенӗ вӑл.

Кун йӗркинчи тепӗр пысӑк ыйту – Улатӑр тӑрӑхӗнче ял хуҫалӑх валли уйӑрнӑ ҫӗрсене саккунсӑр майпа пестицидсемпе тата агрохимикатсемпе имҫамлани. Кун пирки пӑшӑрханса республика ертӳлӗхӗ патне вырӑнти халӑхран ҫӑхавсем килсе ҫитнӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ирттернӗ «тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче те Улатӑрта пурӑнакансем шӑнкӑравласа ыйтупа тухнӑ. Ял хуҫалӑх валли уйӑрнӑ ҫӗрсем ялсемпе питӗ ҫывӑх пулнине пӑшӑрханса пӗлтереҫҫӗ. Апла пулсан, ҫынсене, выльӑх-чӗрлӗхе хими препарачӗсем сиен кӳме пултарассине хыпарланӑ ял халӑхӗ.

Алексей Палькин ыйтӑва хуравланӑ май, ҫапла каланӑ: «Прокуратура ӗҫченӗсемпе пӗрле  палӑртнӑ территорине тухса тӗрӗсленӗ.  Йӗрке пӑсакансене  административлӑ майпа явап тыттарма ятарлӑ йышӑну туса хӑварнӑ», – тенӗ.  



21 ноября 2023
10:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter