Региона аталантармалли проектсене Олег Николаевпа Петр Фрадков сӳтсе явнӑ

Региона аталантармалли проектсене Олег Николаевпа Петр Фрадков сӳтсе явнӑ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ПСБ банкӗн Председателӗпе Петр Фрадковпа тӗл пулнӑ. Сумлӑ хӑна ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе Чӑваш Республикине килсе ҫитнӗ. Ертӳҫӗсем Чӑваш Республикин Правительствипе банк пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки маларах алӑ пуснӑ икӗ енлӗ килӗшӳ шайӗнче тӗп ыйтусене сӳтсе явнӑ.

«Чӑваш Республикипе Промсвязьбанк тахҫантанпах тӗвӗленнӗ ӗҫӗ ҫыхӑнӑва сарассипе хастар тӑрӑшаҫҫӗ. Банк пурнӑҫлакан проектсем пычӑк тимлӗхе тивӗҫ. Паянхи пурнӑҫ таппинче пирӗн предприятисене валли пиншер рабочи, инженери кадрӗсем кирлӗ пулаҫҫӗ. Пӗрле сӳтсе явнин пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх эпир малашне ку енӗпе пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли конкретлӑ параметрсене тухма пултарасса шанатпӑр», – тенӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

ПСБ Чӑваш Енре банк ӗҫ-хӗлне кулленех анлӑлатса пырать, республика Правительствипе тачӑ ҫыхӑнса регионӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарассишӗн проектсене пурнӑҫласа пырать. «Вӗсен шутӗнче – промышленноҫа пулӑшасси, пӗчӗк тата вӑтам бизнеса ҫӑмӑллӑхлӑ кредит парасси, халӑха ипотекӑпа потребитель кредит памалли программӑсем, хальхи финанс инфратытӑмне анлӑлатасси. Экономикӑна аталантарма комплекслӑ майпа тӗрев пани Чӑваш Енӗн инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерме пулӑшать», – тесе хушса каланӑ Петр Фрадков.

Олег Николаевпа Петр Фрадков Раҫҫейри машиностроительсен союзӗн регионти уйрӑмӗнче ҫулсерен 7-11-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче иртекен тата Раҫҫейӗн Вӗрентӳпе наука министерствин, ҫӗршывӑн тӗп инженери шкул олимпиадин эгидипе чи масштаблӑ олимпиада шутланакан «Звезда» нумай профильлӗ инженери олимпиадин призерӗсене чысланӑ.

ПСБ ҫӗршывра инженери кадрӗсене аталантарма тата техника профессийӗсен сумне ӳстерме пулӑшакан чылай проекта пурнӑҫлать, инженери олимпиадисене, конкурссене, тематика форум-слечӗсене ирттерме хастар хутшӑнать, ҫамрӑксен политикипе ҫыхӑннӑ канашсен ӗҫне хутшӑнса ҫамрӑк ӑрупа ӗҫлессине пысӑк тимлӗх уйӑрать.



21 ноября 2023
14:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter