Ӗҫе чӑваш тӗррипе пыма сӗнеҫҫӗ

Ӗҫе чӑваш тӗррипе пыма сӗнеҫҫӗ

Чӑваш Енӗн Культура министерстви Чӑваш тӗррин кунне халалласа «На работу с вышивкой» (чӑв. Ӗҫе чӑваш тӗррипе) республикӑри акци ирттерме йышӑннӑ.

Аса илтерер: пирӗн еспубликӑра Чӑваш тӗррин кунне чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл вырсарникуна лекӗ, ҫавна май чылай мероприяти чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулса иртӗ. Чӑваш тӗррин кунне 2020 ҫултанпа ирттереҫҫӗ.

Маларах каланӑ республикӑри акцие хутшӑнакансене ӗҫе, вӗренӳ учрежденине чӑваш тӗрриллӗ япаласемпе пыма сӗнеҫҫӗ. Сӑнӳкерчӗксене #Деньчувашскойвышивки2023 , #наработусвышивкой хештэгсемпе сайтсенче тата халӑх тетелӗсенче вырнаҫтармалла.



https://www.chuvash.org/news/36597.html
22 ноября 2023
09:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter