Наци театрӗсен Вера Кузьмина ячӗллӗ регионсем хушшинчи «Чӗкеҫ» фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ

Наци театрӗсен Вера Кузьмина ячӗллӗ регионсем хушшинчи «Чӗкеҫ» фестивалӗн  ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ

Наци театрӗсен Вера Кузьмина ячӗллӗ регионсем хушшинчи «Чӗкеҫ» фестивалӗ чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  Вера Кузьминична Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ «Чӗкеҫ» наци театрӗсен Пӗтӗм халӑхсен хушшинчи пӗрремӗш фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура саламланӑ. Мероприяти пирӗн регионта, Шупашкар хулинче чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пынӑ.  Республика Пуҫлӑхӗ театр ушкӑнӗсене мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ.  Пирӗн региона килсе, хӑйсен ӑсталӑхне халӑх патне илсе ҫитернӗшӗн, куракансене савӑк-кӑмӑл туйӑм парнеленӗшӗн ӑшӑ сӑмахсем каланӑ, мероприятине йӗркелекенсене, жюри пайташӗсене ӗҫе яваплӑха туйса пурнӑҫланӑшӑн тав тунӑ.       

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӑмаха малалла тӑснӑ май ҫапларах палӑртса каланӑ: «Вера  Кузьминан пысӑк ятне пула фестиваль пурнӑҫа кӗчӗ.  Тепӗр хут пурсӑмӑра та пӗр чӑмӑра пухӑнма витӗм кӳчӗ вӑл. Фестиваль шайӗнче хамӑрӑн ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма пултартӑмӑр.  Культура эткерлӗхне тата та тарӑнрах туйса илтӗмӗр.   Шантӑп, фестиваль ӳлӗмрен те аталанса вӑй илсе пырассине.  Унта хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансен йышӗ ӳсессине те ӗненетпӗр.  Чӑваш Ен халӑхӗ валли кӑна мар, ыттисен кӑмӑл-туйӑмне те ҫӗклессине пӗлсех тӑратпӑр.  Пирӗн кӳршӗллӗ регионсенче пурӑнакансене те вӑл мероприяти кӑмӑла каяссине, вӗсем фестивале ӳлӗмрен те хастар хутшӑнасса ӗненетпӗр.  Чӑваш Ене мероприятине ятарласа курма килекенсен йышӗ ӳсессине те туятпӑр.  Тепӗр тесен, пирӗн тӑрӑха курма килекенсен йышӗ ӳссен, вӗсем ытларах та ытларах пирӗн республикӑпа тарӑнрах паллашма та пултарайраҫҫӗ.

Тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркипе, культурипе паллашсан, эпир тата та ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма пултарайратпӑр. Пуласлӑх ҫине шанчӑклӑн пӑхма, ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма вӑй-хал енчен ҫирӗпленсе пырайратпӑр.  Фестивале хутӑннӑ ушкӑнсем – ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ» – тенӗ вӑл.  

Ку хутӗнче фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене ҫичӗ номинацире палӑрнӑ.    Ӗпхӳри «Нур» патшалӑхӑн тутар театрӗн «Фатима» спектакльне «Чи лайӑх спектакль» тесе йышӑннӑ.

 «Чи лайӑх сценографи» номинацире Тутарстанри Г. Камал ячӗллӗ академи театрӗн «Пепел» спектаклӗшӗн Айдар Заббарова чысланӑ.

Ҫармӑссен наци драма театрӗн «Китайская бабушка» спектаклӗнче вылянӑ Антонина Антоновӑна «Иккӗмӗш планри чи лайӑх сӑнар» номинацире палӑртнӑ, Ӗпхӳри «Нур» театрӗн артисткине Чулпан Раяновӑна — «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире; Тутарстанри Галиасгар Камал ячӗллӗ театрӑн актёрӗсене Эмиль Талипова тата Алмаз Бурганова — «Актёрсен чи лайӑх ансамблӗ» номинацире; Калмӑк Республикинчи Баатр Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗн артистне Очир Такаева — «Чи лайӑх арҫын ролӗ» номинацире; Тутарстанри Галиасгар Камал ячӗллӗ театрӑнчи Айдар Заббарова — «Чи лайӑх режиссер» номинацире.

Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне  «Ялти уйӑх» спектакльте  вырӑс классикине наци сцени ҫинче илемлӗн пурнӑҫа кӗртнӗшӗн жюри пайташӗсем ятарлӑ призпа чысланӑ.

Жюрисен ятарлӑ  парнине ҫӗнсе илекенсем ҫаксем пулнӑ:

Айсылу Гумеров   «Нур» Ӗпхӳри  патшалӑх тутар театрӗн «Фатима» спектаклӗнче Хасиба ролӗшӗн  пысӑк хисепе тивӗҫнӗ.

Шовги Гусейнов  «Контрабасс» Азербайджан патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн спектаклӗнче професси шайӗнче сӑнара калӑпланӑшӑн  пысӑк хисепе ҫӗнсе илнӗ.

Крым тутар академийӗн музыка-драма театрӗ  «Бахчисарайский фонтан» спектакльти наци йӑли-йӗркисене яр уҫҫӑн пурнӑҫа кӗртнӗшӗн куракансен кӑмӑлне кайнӑ. Крым тутарӗсем Александр Пушкинӑн «Бахчисарайский фонтан» поэми тӑрӑх Эдип Эмир лартнӑ драмӑна халӑх патне илсе ҫитернӗ.

  Чӑваш академи драма театрне вырӑс классикине чӑваш сцени ҫинче лартнӑшӑн палӑртса хӑварнӑ. Аса илтерер: фестивале чӑваш артисчӗсем Иван Тургеневӑн «Месяц в деревне» хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле» драмӑпа хутшӑннӑ.

Пӗлме:

Наци театрӗсен Вера Кузьмина ячӗллӗ регионсем хушшинчи «Чӗкеҫ» фестивале Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Финанс рынокӗпе ӗҫлекен комитечӗн Председателӗ Анатолий Аксаков тата Чӑваш Республикин Правительстви  витӗм кӳнипе пурнӑҫа кӗнӗ.  Фестиваль Шупашкарта 2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен пулнӑ.

Чӑваш драма театрӗпе Чӑваш пукане театрӗн сценисем ҫинче Калмӑк, Пушкӑртстан, Мари Эл, Крым, Тутарстан, Азербайджан наци театрӗсем хӑйсен спектаклӗсене  кӑтартнӑ. Чӑваш Енре пурӑнакан виҫӗ пин ытла ҫын чи тӗрлӗ жанрпа чи лайӑх спектакльсене курса хӑйсен кӑмӑл-туйӑмне ҫӗкленӗ. Чӑваш сцени ҫинче Азербайджан, Калмӑк, Крым, Тутарстан, Пушкӑртстан, Мари Эл республикисенчи театрсен чи лайӑх спектаклӗсене курма май пулнӑ.

 



23 ноября 2023
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter