Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Анне кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклă хĕрарăмсем!

Сире Амăшĕн кунĕпе саламлатăп!

Анне — çын ĕмĕрĕнчи чи пĕрремĕш тата чи пĕлтерĕшлĕ сăмах. Çак сăмахпа çут тĕнчери чи хаклă пĕртен-пĕр çынна чĕнетпĕр.
Амăшĕ пуласси — хĕрарăмăн тĕп тивĕçĕ. Аннесем çут тĕнче çути парнелеççĕ, ачисене юратупа ăшăлăхра çитĕнтереççĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларассишĕн тăрăшаççĕ.

Амăшĕн тĕслĕхĕ ачан аталанăвне, тĕнче курăмне, кăмăл-сипетне пысăк витĕм кӳрет. Ахальтен мар художниксемпе поэтсем ĕмĕртен Раççее Тăван çĕршыв-анне тесе мухтанă. Анне юратăвĕ пире ăшăтакан çутă пайăрки, вăл яланах хӳтĕлет, упрать.
Аннен ăслă сăмахĕсемпе тата ăшă ытамĕ чун-чĕрене лăплантараççĕ, шанăç параççĕ.

Тавах сире, хаклă аннесем, пирĕн пурнăçра пурришĕн. Раççей хăрушсăрлăхне тата суверенитетне хӳтĕлекен çар çыннисен амăшĕсене уйрăммăн тав тăвас килет. Сирĕн ачăрсем — чăн-чăн паттăрсем, Тăван çĕршывăн мухтавлă ывăлĕсем. Вĕсемпе пирĕн халăх мăнаçланать.

Сире пурсăра та çирĕп сывлăх, телей, юрату, ырлăх сунатăп. Сирĕн чĕре яланах савăнăçпа тултăр, ачăрсемпе мăнаçланмалла пултăр.


 
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                Олег Николаев



26 ноября 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter