Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Пурӑн, чӑваш тӗрри!» тӗрӗ ӑстисен регионсен хушшинчи конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене саламланӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Пурӑн, чӑваш тӗрри!» тӗрӗ ӑстисен регионсен хушшинчи конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене саламланӑ

«Пурӑн, чӑваш тӗрри!» регионсем хушшинчи тӗрӗ ӑстисен конкурсӑн Гран-прине Шупашкар хулинчи 60 №-лӗ вӑтам пӗлӳ паракан шкулта тӑрӑшакан Надежда Кузнецова ҫӗнсе илнӗ.

«Шкул ачин костюмӗ» номинацире Шупашкар хулинче пурӑнакан Чӑваш тӗрри наци шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ Оксана Федорова ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ. «Шкул аксессуарӗсем» номинацире – Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Чӑваш тӗрри наци шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ Марина Алексеева мала тухнӑ. «Ача-пӑча костюмӗ» номинацире – Шупашкарти 61 № вӑтам пӗлӳ паракан шкул вӗрентекенӗ, Чӑваш тӗрри наци шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ Нина Михеева ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑнӑ.

Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ  уявра  конкурса хутшӑннисен пултарулӑхӗсене пӗтӗмлетнӗ.   Чӑваш тӗрринче тӑван халӑхӑн пуян историйӗ упранать. Несӗлсен ӑсталӑхӗ паянхи кун ҫӗнӗлле вӑй илсе пырать. Унӑн пӗлтерӗшне упраса хӑварас, анлӑрах сарас тӗллевпех республикӑра чӑваш тӗррин кунне те никӗсленӗ. 2020 ҫултан пуҫласа чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче  Чӑваш тӗррин кунне  уявлама Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Указӗпе  килӗшӳллӗн йышӑнса хӑварнӑ.

Конкурса хутшӑнма Чӑваш Енри  тӗрлӗ округсенчен тӗрӗ ӑстисем пухӑннӑ.  Пушкӑртстан диаспорисен, Иркутск тата Чӗмпӗр облаҫӗсен представителӗсем килсе ҫитнӗ. Ӑстаҫӑсем конкурса 80 тӗрлӗ ӗҫ тӑратнӑ. Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗнче йӗркелӳҫӗсем чӑваш тӗррипе  паянхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан ача-пӑча тумне управ паллисемпе илемлетме сӗннӗ.

«Эпир хута янӑ ҫак пӗчӗк юхӑм, 2020 ҫултан пуҫласа Чӑваш тӗррин кунне палӑртма пуҫлани,  ҫав тери хӑватлӑн кӗрлеме пуҫларӗ.  Унӑн юхӑмӗ Раҫҫей Федерацийӗнче пурӑнакан пур халӑха та пӗрлештерет, чи кирли вара – ку юхӑм вӑйланса, тулса хӑватланса пыни. Хамӑрӑн йӑлана кӗнӗ пултарулӑха, ӑсталӑха ӑша хывма пулӑшакан мӗнпур ҫынна чунтан тав тӑватӑп. Чӑваш ҫӗрӗ мӗн авалтан ҫӗр пин сӑмахпа, ҫӗр пин юрӑпа, ҫӗр пин тӗрӗ-эрешпе пуян пулнӑ. Ҫак пуянлӑх ламран лама куҫса пырать.

2020 ҫулта Чӑваш тӗррин кунне пӗрремӗш хут уявланӑ тӗле «Сурпан пӗрле» тӗрленӗ, ӑна пуҫарса яраканӗ Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн  пулнӑ. «Тӗрӗре ҫуралнӑскер» проект та вӗсен питӗ курӑмлӑ пулса тухрӗ.  2021 ҫулта «Чӑваш Ен тӗрленӗ картти» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ, 2022 ҫулта вара Чӑваш Ен Правительстви «Раҫҫей тӗрленӗ картти» акцие пуҫарса янӑ. 2023 ҫулта «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» Пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей» курав-форумӑн тӗп арт-объекчӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ, унӑн цифрӑллӑ копийӗ курав-форум хӑнисен кӑмӑлне туллин тивӗҫтернӗ.

Йӑла-йӗркене упраса хӑварас тата ҫӗнӗ пӗлтерӗшлӗ утӑмсем тӑвас тесе эпир сирӗнпе тӑрӑшса ӗҫлессине шанса тӑратӑп, вӗсем пирӗншӗн хаклӑран та хаклӑ еткерлӗхе вӑйлатса ӳстерсе пырӗҫ. Ҫитес ҫулта  Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейне Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре уҫсан тӗрӗс пуласса пӗлсех тӑратӑп», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  

Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприятинче «Ҫӗр пин тӗрӗ тӗнтинче» республикӑри V конкурса хутшӑнакансем ача-пӑчасене сыхлакан ятарӑ тӗрленчӗксене кӑтартнӑ. Куракансене «Тӗрленӗ Раҫҫей» кӗнеке-альбом, ҫавӑн пекех Санкт-Петербург хулинчи Раҫҫей этнографи музейӗн пуххинчи «Чӑваш тӗрри: туй тутӑрӗсемпе виткӗчсем» куравпа кӗнеке презентациленӗ. XX-XXI ӗмӗрсенчи чӑваш ҫамрӑкӗсене валли ятарлӑ  костюмсен коллекцине тӑратнӑ.

Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ уяв мероприятийӗн трансляцине Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗн официаллӑ страницинче курма май пур.



27 ноября 2023
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter