2024 ҫулта Чӑваш Енре таварсене вырнаҫтармалли тӑватӑ агрегатор тума палӑртаҫҫӗ

2024 ҫулта Чӑваш Енре таварсене  вырнаҫтармалли тӑватӑ агрегатор тума палӑртаҫҫӗ

Пахча ҫимӗҫ таварӗсене анлӑрах халӑх патне илсе ҫитерме пулӑшакан икӗ мел пулӗ,  вӗсенчен пӗри – ҫӗрулмипе, тепри вара сӗт-ҫу таварӗсемпе ӗҫлӗҫ.  Кун пирки «Таварсемпе тивӗҫтерекенсен кунӗ – уҫӑ калаҫу» суту-илӳпе туяну сессийӗн пленарлӑ ларӑвӗ  вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ.

«Чӑваш Республикин Правительстви  пӗрешкел таварсемпе  ытларах ӗҫлекенсене витӗм кӳме тӑрӑшӗ. Кун пек тусан  таварсен калӑпӑшне ӳстерме, кирек епле ыйтӑва та  туххӑмрах татса пама пулӑшӗ. Агрегаторсем вырӑнти таварсене суту-илӳ сечӗсенче илсе ҫитерме пулӑшӗҫ», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Регион Ертӳҫи вырӑнти производство таварӗсене  республикӑри пасарсене илсе ҫитерессипе пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки чарӑнса тӑнӑ.  «Суту-илӳ сечӗсенче тӑратнӑ таварсен ассортименчӗ анлӑланать, сутлӑх калӑпӑшӗ ӳсет.  Ҫӗнӗ форматсем ӑнӑҫлӑ ӗҫленине палӑртма  яланах кӑмӑллӑ. Ҫаксем ӗнтӗ пирӗн пӗрлехи ӗҫсен кӑтартӑвӗ», – тенӗ Олег Николаев.

Чӑваш Республикинче таварсене  халӑх патне илсе ҫитермелли тӗп ҫул-йӗр – суту-илӳ сечӗсем, вӗсен йышӗ ҫулсерен ӳссех пырать.  Суту-илӳ сечӗсем финанс инвестицийӗсемпе, бизнеса тытса пымалли хальхи технологисемпе, квалификациллӗ персоналпа чи лайӑх усӑ курма май  параҫҫӗ,  халӑх патне таварсене илсе ҫитерессипе те вӗсем  малтисен йышӗнче тесен тен, тӗрӗсрех пулать пулӗ.

Калӑпӑр, Чӑваш Енре тирпейленсе тухакан таварсем: сӗт, ҫӑкӑр, кӑлпасси, ҫӑмарта, кайӑк-кӗшӗк, пахча ҫимӗҫ, пылак таварсем федераци сечӗсен лавккисенче 36,6%  йышӑнаҫҫӗ, хамӑр тӑрӑхра асӑннӑ таварсем вара 66,3 процентран та иртсе кайнӑ.

«2023 ҫултан пуҫласа  вырӑнти производствӑн суту-илӳ сетӗнчи апат-ҫимӗҫӗн кӑтартӑвне ӳстерес енӗпе «ҫул-йӗр карттине» туса хатӗрленӗ.   Сессисем ирттереҫҫӗ, «Пятерочка» суту-илӳ сечӗн лавккисенче «Фермер утравӗсем»  ятарлӑ уйрӑмсем уҫаҫҫӗ. «Пирӗн малалла  ӑнтӑлмалла, лӑпланса лармалла мар. Поставщик кунӗ – малашлӑх ҫул-йӗрӗн пӗрремӗш утӑмӗсенчен пӗри. Унӑн тӗллевӗ – производительсемпе суту-илӳ сечӗсен хушшинчи ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва сарасси. Эпир сӗнекен ӗҫ формачӗ сессие хутшӑнакансене пӗр-пӗринпе хутшӑнма,  куллен сиксе тухма пултаракан ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма та витӗм кӳрӗ. Пирӗн республикӑра пурӑнакансем  хамӑр тӑрӑхри таварсене  юратаҫҫӗ, вӗсем хапӑл туса туянни те ҫакнах ҫирӗплетет», – тесе каланӑ сӑмаха ҫавӑрнӑ май  Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Поставщик кунне  апат-ҫимӗҫ таварӑсене тирпейлесе кӑларакан 34 промышленноҫ предприятийӗ хутшӑннӑ. Федераци каналӗсемпе тӑтӑшах ӗҫлекенсем хапӑл тусах мероприятине пухӑннӑ. Вӗсем: «Магнит», «Пятерочка»,  «Перекресток», «Чижик», «Бристоль, «Светофор», «Spar», «Лента» тата ыттисем те.

«Тавар туса кӑларакансене пулӑшас тӗллевпе 2024 ҫулта малалла та  «ҫул карттине» пурнӑҫлама палӑртатпӑр, вӑл патшалӑх пулӑшӑвӗн мӗнпур формипе усӑ курма тата «Чӑваш Енре тирпейлесе кӑларнӑ» технологи платформине туса хума витӗм кӳрӗ», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫмӗ – экономика министрӗ Дмитрий Краснов.



28 ноября 2023
11:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter