Иван Яковлевпа Василий Чапаев йыхравлаççĕ

Чăваш Енĕн Пĕтĕм тĕнчери «Раççей» курав-форумри экспозицийĕн хăнисене Аслă вĕрентекенĕмĕрпе Иван Яковлевпа пĕрле мухтавлă тепĕр ентеш те, Василий Чапаев начдив, тарават кĕтсе илĕ. Иван Яковлевичăн нейросеть мелĕпе маларах калăпланă сăнарĕпе юнашар кĕçех Василий Ивановичăн виртуаллă кӳлепи те тăрĕ. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура вице-премьер — Чăваш Енĕн РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Алексей Ладыков пĕлтерчĕ.

«Раççей» куравра республикăпа кашни виçĕ эрнере черетленсе вăл е ку министерство паллаштарать. Чи малтан çак тивĕçе Экономика аталанăвĕн министерстви хăйĕн çине илнĕ. Ведомство пуçлăхĕ Дмитрий Краснов çак тапхăрта туризм теми, цифра трансформацийĕ çине пусăм тунине çирĕплетрĕ. Калăпăр, интереслĕ самантсен шутĕнче — экспозици хăнисем валли пăхаттир сăнарне йышăнса Шупашкар тăрăх çул çӳремелли виртуаллă маршрутсем уçни. Тепĕр тесен, ансатти те илĕртӳллĕ: хăнасем чăваш наци тумне тăхăнса сăн ӳкерттерме те питĕ кăмăллаççĕ-мĕн. Курав уçăлнăранпа, чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнчен тытăнса 25-мĕшĕччен, Чăваш Ен экспозицине 17 пин ытла çын пырса курнă.

Ытларикунран эстафетăна Сывлăх сыхлавĕн тата Ĕçлев министерствисем йышăнаççĕ. Раштавăн 1-мĕшĕнче вара куравра Чăваш Ен кунĕ пулать. Хатĕрленӳпе Алексей Ладыков паллаштарчĕ. Чапаев пирки каларăмăр — асăннă кун тĕлне унăн сăнарне те хатĕрлесе çитермелле. Анчах ку, паллах, пысăк ĕçĕн пĕчĕк пайĕ кăна.

Анлă та интереслĕ программа хатĕрленĕ. Регион кунне республика Пуçлăхĕ Олег Николаев уçĕ. Чăваш Ен Раççейĕн çулталăк йывăçне палăртмалли конкурсĕнче çĕнтернĕ — наградăна шăпах çак кун куравра парĕç. «Çавра сĕтел» пулмалла — ăна та туризм аталанăвне халалланă. Ку хутĕнче автотуризм майĕсене сӳтсе явĕç. Çамрăксен Чăваш наци йăлисене тĕпе хурса йĕркеленĕ мăшăрлану церемонийĕ те интереслĕ пулмалла.

Тĕрлĕ мастер-класс ĕçлĕ. Чăваш апат-çимĕçне хатĕрлемешкĕн вĕренме те май пулĕ. Тата, паллах, ал ăстисен продукцине курма, туянма. Чăваш Енри фермерсем те хăйсен продукцийĕпе паллаштарĕç. Сцена ăстисем илемлĕ юрриташшипе илĕртĕç. Çав шутра — эстрада юрăçисем Августа Уляндинăпа Алексей Московский. Темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев курав регион имиджне çĕклемешкĕн меллĕ пулнине палăртрĕ — çак майсемпе тухăçлă усă курма чĕнсе каларĕ.

Канашлура тишкернĕ тепĕр тема — халăх ĕçлевне тивĕçтермелли мероприятисем. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова палăртнă тăрăх, çак мероприятисем валли кăçал бюджетра 538 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Чӳк уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне 416 миллионне тăкаклама ĕлкĕрнĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтермелли программăсене хутшăннă граждансен шучĕ 69 пин çынран та иртмелле. Вунă уйăхра ĕçлевпе çыхăннă пулăшу ĕçĕсемпе 61,3 пин çын усă курнă — çулталăк вĕçĕччен палăртнине пурнăçлас тĕлĕшпе иккĕленӳ çук.

Ĕçлев центрĕсем кăçал 26 пин çынна, ĕç тупмашкăн пулăшма ыйтнă йышăн 80%, ĕçе вырнаçтарнă. Анăç санкцийĕсене пула чăрмавсем тухса тăнă организацисене пулăшас тĕлĕшпе йышăннă мерăсем курăмлă. Çынсене вăхăтлăх ĕçсене вырнаçтармалли программăна республикăри 92 предприяти хутшăннă. Ĕçсĕр юлма пултарнă 469 çынна общество ĕçĕсене вырнаçтарнă. Алена Геннадьевна оборона промышленноçĕн комплексĕн тытăмне кĕрекен предприятисене кадрсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçланине çирĕплетрĕ — çĕр-çĕр çын вĕсен коллективĕсене хушăннă.

Раççей тытăмне кĕнĕ çĕнĕ регионсенчен кунта куçса килнĕ çынсене ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе те тимлĕх пысăк. Унашкаллисем — 652 çын. Çак йышри 228 çынна ĕç тупса панă. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вĕсен çемйисен членĕсене ĕçе вырнаçма пулăшассине те ĕçлев центрĕсем хăйсем çине илнĕ. Алена Елизарова ĕçлевĕн вăрттăн рынокне «сулхăнран» кăларас енĕпе мĕнле ĕçленипе те паллаштарчĕ. Ĕçленине шута илнĕ йыш пысăк — 22 пин çын патнеллех. Канашсемпе Улатăрсем, Çĕрпӳ муниципалитет округĕ ку енĕпе пушшех аван ĕçленĕ. Çакна налук инспекцийĕсем уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук калăпăшĕ пысăкланнинче те кураççĕ. Çав вăхăтрах уйрăм округсенче ку енĕпе тимлĕх çук — налук ӳсĕмĕ те палăрмасть.

Ĕçсĕрлĕх вара, министр палăртнă тăрăх, паян историри чи пĕчĕк шайра — 2,3%, ĕçсĕррисен шучĕ 2,8 пин ытларах çынпа танлашать. Ĕç паракансем пĕлтернĕ вакансисен шучĕ хушăнса пырать. Ытларах рабочисем кирлĕ. Вакантлă вырăнсенчи ĕç укçин вăтам виçи те пĕчĕк мар — 31,8 пин тенкĕ. Канашлура çавăн пекех ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартнине хакламалли конкурса пĕтĕмлетрĕç. Хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсен юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев конкурса малтан муниципалитетсен шайĕнче ирттернине палăртрĕ — унта 102 фермер хуçалăхĕ тата 155 ял хуçалăх предприятийĕ хутшăннă. Конкурсăн республика шайĕнчи тапхăрĕнче вара 12 фермерпа 19 хуçалăх тупăшнă. Фермерсен хушшинче Вăрнар округĕнчи Валентин Павлов çĕнтернĕ, ял хуçалăх предприятийĕсен кĕрешĕвĕнче «Авангард» обществăн «Çĕрпӳ беконĕ» филиалĕ мала тухнă.



Хыпар
28 ноября 2023
14:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter