Чăваш Республикин Координаци центрĕ уçăлчĕ

Пĕлтерĕшлĕ информаципе кăтартусене пухма, регионшăн тухăçлă йышăнусем тума май парĕ. Чăваш Республикинче Координаци центрĕ ĕçлесе кайрĕ. Ăна регион ертӳçи Олег Николаев, Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн çумĕ Дмитрий Чернышенко тата Раççей Президенчĕн полномочиллĕ элчи Игорь Комаров видеоçыхăну мелĕпе йĕркеленĕ тĕл пулура уçрĕç.

Чăваш Енĕн Координаци центрне иртнĕ çулталăк вĕçĕнче уçнă ситуаци центрĕн базинче хута янă. Çакнашкал çĕнĕлĕх пире региона пилотлă проект пурнăçлама суйласа илнипе çыхăннă. Координаци центрĕ тавлашуллă самантсене хăвăрт татса пама, федераци центрĕпе çыхăнса ĕçлеме, тĕрлĕ тĕпчев çăл куçĕнчен информаци пуçтарма тата пахалăхлă тишкерӳ йĕркелеме май памалла. Çĕнĕ тытăм кăтартусене кĕске вăхăтра тупма пулăшĕ. Çак тата ытти ĕçе Раççей Федерацийĕн Правительствин Координаци центрĕпе çыхăнса йĕркелеме пулĕ. Ку енпе тата та аталанма май пур. «Координаци центрĕ патшалăх ертӳлĕхне кирлĕ çĕнĕ технологисемпе цифра инструменчĕсемпе, методикăсемпе регионсене паллаштарса тăрĕ», – пĕлтерчĕ Дмитрий Чернышенко. Çакнашкал Координаци центрĕ Чăваш Енпе пĕр танах Саратов облаçĕнче те уçăлчĕ.



НТРК
30 ноября 2023
19:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter