Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Республикин Конституцийӗн кунӗпе саламлани

Хисеплӗ Чӑваш Республикин çыннисем,
хаклӑ ентешсем!

Сире Чӑваш Республикин Конституцийӗн кунӗпе саламлатӑп!

Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ – пирӗн регионшӑн чи пӗлтерӗшлӗ кунсенчен пӗри. 2000 çулта çак кун Тӗп саккуна йышӑнни  Чӑваш Республикин политика тытӑмӗн никӗсне хывнӑ, патшалӑх влаçӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ӗç-хӗлне йӗркелеме пулӑшнӑ.

Конституци çине таянса эпир нумай нациллӗ халӑх пӗрлӗхне çирӗплететпӗр, Чӑваш Ен сулмаклӑ аталанӑвӗшӗн, пирӗн граждансен пурнӑçне лайӑхлатма тӗрлӗ проектсем хута ярассишӗн тӑрӑшатпӑр, кашни çын хӑйӗн вырӑнне туптӑр тесе условисем йӗркелетпӗр.

Конституцире çиреплетнӗ хаклӑхсене шута хурса эпир пурнӑçа тата та пахалатма, Чӑваш Ене тата илӗртӳллӗрех тумашкӑн пултаратпӑр.

Пурне те сывлӑх, телей, малашлӑхра çитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш  Республикин Пуçлӑхӗ                            Олег Николаев

 



30 ноября 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter