Ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑсене паянхи пурнӑҫ таппине тӗпе хурса, кадр агентствисем тума тӑрӑшаҫҫӗ

Чӑваш Республикин Ӗҫлев министерствин  Шупашкар хулинчи „Чӑваш Республикин халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрне ” модернизациленӗ. Халӗ вӑл кадр центрӗ пулса тӑчӗ. Ӗҫ шырамалли, пахалӑхлӑ специалистсене суйласа илмелли вырӑн, унта ӗҫпе тивӗҫтерекенсем хальхи йышши технологисемпе усӑ курса пулӑшусемпе усӑ курӗҫ.

Кунта ҫынсем консультацирен пуҫласа  хӑйсене мӗн кирли пирки туллин ыйтса пӗлме пултарайраҫҫӗ. Харпӑр хӑй ӗҫне уҫас текенсем, проектсене хатӗрлеме пулӑшу илейреҫҫӗ. Социаллӑ контрактсемпе ӗҫлес текенсем те ҫук мар.

«Ҫитӗнӳсемпе лӑпланса лармӑпӑр, ҫул ҫитмен ачасемпе шкул ачисене ӗҫе вырнаҫтарас енӗпе  малалла та тӗллевлӗ ӗҫлӗпӗр.  Паха ӗҫ опычӗ те пур. Вӗренӳпе производство класӗсем тата ҫул ҫитмен ҫамрӑксен ӗҫ отрячӗсем те питӗ кӑсӑклӑ ҫитӗнекен яш-кӗрӗмшӗн. Ҫак йышсене хутшӑнни ӗҫ паракансемшӗн те кирлӗ вӑхӑтра кирлӗ ҫынсене явӑҫтарас енчен, пушӑ вӑхӑтра укҫа ӗҫлесе илме пултаракан ачасемшӗн хӑйсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама питӗ аван пулма пултарать», - тесе каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Ен 2023 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсем хушшинче халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсен тытӑмне комплекслӑ модернизацилес енӗпе ӗҫлекен 17 пилотлӑ регион шутне кӗнӗ. «Демографи» наци проектне пурнӑҫлассипе субъект хастар ӗҫлени куҫкӗретех. Ҫак тӗллевпе 2023 ҫулта федераци бюджетӗнчен республикӑна 150 млн ытла тенкӗ уйӑрнӑ.

Ҫӗнетнӗ Ӗҫ центрне уҫнӑ ятпа Раҫҫей Федерацийӗн ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Елена Мухтиярова саламланӑ май,  Раҫҫейре 300 яхӑн ӗҫпе тивӗҫтерекен центра модернизациленине,  ҫулталӑк вӗҫлениччен 550 модернизациленӗ учреждени «Работа России» бренда тӗпе хурса пурнӑҫа кӗнине палӑртнӑ. Ку вӑл Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн йышӑнӑвӗпе  «Демографи» наци проектне тӗпе хурса пурнӑҫланнӑ.

Чӑваш Енре ҫакнашкал центр тӑваттӑмӗш хута кайнӑ.  Пӗр сӑмахпа каласан, кадрсен центрӗсем теме те тен юрӗ.  Ӗҫ шыракансене валли кунта пӗтӗмпех условисем йӗркеленӗ. Консультантсем туххӑмрах кирлӗ пулӑшусемпе тивӗҫтерейреҫҫӗ.  Кашни ҫын хӑй пирки резюме  цифра технологийӗсемпе усӑ курса вырнаҫтарма та  пултарайрать.  Тӗрӗ вакансисем пирки вуласа пӗлме, «Работа в России» Пӗтӗм Раҫҫейри портала кӗрсе, хӑсен кӑмӑлне каякан ӗҫпе тӗпленрех паллашайрать.  Рессурсем  ҫинче регистрациленес тесен,  специалистсем усӑллӑ канашсем парса пулӑшайраҫҫӗ.  

Объекта тӗпрен модернизациленӗ.  «Работа в России» фирмӑн  пӗрлехи стилӗпе усӑ курса пӳлӗмсене юсав ӗҫӗсем туса ирттернӗ, ятарлӑ зонӑсем уйӑрнӑ: граждансене йышӑнмалли  секторсем,  ӗҫпе тивӗҫтерекенсемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулса калаҫмалли пӳлӗмсем,  карьерӑна аталантармалли сектор, ушкӑнпа консультацисем тивӗҫмелли зал тата ытти те.

Ҫулталӑк вӗҫлениччен ӗҫпе тивӗҫтерекен модернизациленӗ центрсем Чӑваш Республикинчи пур муниципалитетра та уҫӑлӗҫ.

 

 



01 декабря 2023
10:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter