Парламент бюджет саккунне йышăнчĕ

Кĕçнерникун Патшалăх Канашĕн черетлĕ 22-мĕш сессийĕ, чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче уçăлнăскер, малалла ĕçлерĕ. Республикăн 2024 çулхи тата 2025, 2026 çулсенчи планпа пăхнă тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккунĕн проекчĕ кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ.

Сессин пĕрремĕш тапхăрĕнче бюджет проектне пĕрремĕш вулавпа тишкересси самай тавлашуллă пулнăччĕ, çавна май иккĕмĕш вулав лăпкă пулассăн туйăннăччĕ. Анчах хăш-пĕр депутат лăпланма шутламан та иккен.

Бюджет проекчĕпе паллаштарма трибуна умне тухнă май пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков документ «пĕрремĕш вулавринчен пĕр пуслăх та улшăнманнине» палăртрĕ. Апла пулин те ку хутĕнче те çитес çулхи бюджет параметрĕсем çинче самай тĕплĕ чарăнса тăчĕ. Тăкаксем 2024 çулта кăçалхи бюджетра пăхнинчен 10% пысăкрах пулаççĕ — 91 миллиард тенкĕ шайĕнче. Çав шутра регионăн нацпроектсен тытăмне кĕрекен проекчĕсем валли уйăракан укçа калăпăшĕ пысăк — 13,9 миллиард тенкĕ. Министр çĕнĕ çултан бюджет ĕçченĕсен шалăвне 8,9% пысăклатма, ĕç укçин уйăхри чи пĕчĕк виçине 18,5% ӳстерме те бюджета çителĕклĕ укçа хывнине çирĕплетрĕ. Тăкаксем çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсенчи 429 лифта улăштарма май парĕç. Çул-йĕр валли — 16,5 миллиард тенкĕ... Ял хуçалăхĕпе промышленноç, пĕчĕк тата вăтам бизнес, çурт-йĕр строительстви те тĕревĕр юлмĕç.

Депутатсем чылай ыйту пачĕç, регламентпа килĕшӳллĕн кашни фракцин пĕрер представителĕ сăмах илме пултарать те — çак правăпа та туллин усă курчĕç. Игорь Молякова ку хутĕнче те республикăн территори аталанăвĕн институчĕ валли уйăракан укçапа мĕнле усă курни канăç памарĕ. Çавăн пекех вăл ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене ытларах пулăшма чĕнсе каларĕ. Унсăр пуçне муниципалитетсем тăлăхсене, нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли лаптăкпа тивĕçтермешкĕн çителĕклĕ хваттер туянайманшăн, çынсем тăваткал метрсем вырăнне сертификатсем илнишĕн, Шупашкарти Сад микрорайонĕнчи тата 7-мĕш шкулсен строительстви-юсавĕпе çыхăннă чăрмавсем пирки пăшăрханса калаçрĕ. Çапах «эсерсен» фракцийĕ бюджет проекчĕшĕн сасăлассине çирĕплетрĕ.

Территори аталанăвĕн фончĕ пирки калас тăк — проектсен пахалăхĕ тивĕçтерменнине кура çак ĕçе пĕрлехи саккасçă службине шаннă, институт валли уйăрнă укçан пĕр пайне те унта куçарнă, çавăнпа институт нумай укçа тăкаклать теме сăлтав çук. СВОри ентешсене илес тĕк — пулăшу пур, малашне те пулĕ. Уйрăм об±ектсенчи чăрмавсем пирки каланă май Михаил Геннадьевич паян «хăшĕсем укçаран муртан хăранă пек хăрани» пирки каларĕ, мĕншĕн тесен ку пысăк яваплăхпа, нумай ĕçлеме тивессипе çыхăннă.

Моляковăн фракцири ĕçтешне Владислав Солдатова Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ комплексĕн аялти хутĕнче ял хуçалăх продукцийĕн суту-илӳпе курав площадки йĕркелеме палăртнине аса илтерчĕ. Уншăн бюджет авăн уйăхĕнченпех аренда укçи тӳлет — унăн виçи те пĕчĕк мар. Çав вăхăтрах курав йĕркелес ĕçсем пуçланни сисĕнмест. Михаил Ноздряков ӳпкев вырăнлă пулнине хирĕçлемерĕ — залра тепĕр вице-премьер, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пуррине палăртса унран ыйтма сĕнчĕ.

Константин Степанов Шупашкар влаçĕсене тапăнчĕ: хулана хĕлле юр хуплать, ăна турттарса тухассине кирлĕ пек йĕркелемеççĕ... Вăл çавăн пекех «Водоканал» тарифĕсене тăруках нумай пысăклатма хăтланнине аса илтерчĕ, участковăйсене, ППС сотрудникĕсене хавхалантарма укçа çук тесе тăнă çĕртех Правительство çуртĕнчи сĕтел-пукана улăштарма 180 миллион тенкĕ уйăрма палăртнине сивлерĕ. Çак сăлтавсене тĕпе хурса бюджет проектне хирĕç сасăласси çинчен пĕлтерчĕ.

Михаил Ноздряков уйрăм муниципалитет ыйтăвĕсем республика бюджетне пырса тивменнине палăртрĕ. Çапах хулан экологи ыйтăвĕсене татса памашкăн регион укçипе усă курма пулать. Çапла тума проект хатĕрлемелле, укçа кирлине сăлтавламалла... Полицейскисене илес тĕк — вĕсене укçа тӳлессине федераци бюджетĕнчен тивĕçтереççĕ. Апла пулин те участковăйсемпе ППС сотрудникĕсем валли республикăн та уйрăм çăмăллăхсем пур.

Николай Степанов депутата хăйне суйланă пенсионерсене пырса тивекен ыйту — çăмăллăхсене туллин тивĕçтересси — кăсăклантарать. Пĕрремĕш вице-премьер республикăра ĕç ветеранĕсен çарĕ пысăккине аса илтерчĕ — 127 пин çын. Тата — тыл ĕçченĕсем, реабилитациленисем, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе çыхăннăçăмăллăхсемпе усă куракансем... Вĕсен çăмăллăхĕсене тивĕçтерме кирлĕ укçана бюджетра туллин пăхса хăварнă.

Александр Андреев коммунист та çăмăллăхсен теминех çĕклерĕ — «вăрçă ачисене» укçа тӳлес ыйтăва черетлĕ хут хускатрĕ. Министр палăртнă тăрăх, «вăрçă ачисен» «тӳлевсĕр» çăмăллăхсем пур. Çав вăхăтрах вĕсен 95% ĕç ветеранĕ пулнă май тивĕçлĕ тӳлев илет. Çавăн пекех ЖКХри пулăшу ĕçĕсемшĕн, ытти енĕпе тӳлес тĕлĕшпе çăмăллăхсемпе усă куракан та нумай. Апла пулин те вăл депутатсене «вăрçă ачисене» хушма çăмăллăхсемпе тивĕçтерес енĕпе отрасль министерствисемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме сĕнчĕ — пĕрле хатĕрленĕ сĕнӳсене тишкерме пулать.

Алексей Шурчанов депутат бюджет социаллă тĕллевлĕ пулнине пысăка хурса хакларĕ. Михаил Резников бюджетăн промышленноç аталанăвне тĕревлемелли тăкакĕсем вырăнлине палăртрĕ. Паян промышленноç производствин индексĕ чăннипех пысăк — ăна упрама тăрăшмалла. Андрей Александров кăçал республикăри техникумсемпе колледжсем «Профессионалитет» программăна хутшăнса пысăк пулăшăва тивĕçни çинчен каларĕ, çак ĕçе малалла тăсма сĕнчĕ. Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çак пулăшупа вăтам професси вĕрентĕвĕн 5 учрежденийĕ усă курнă — çĕр-çĕр миллион тенкĕ илнĕ. Çитес çул тата икĕ организаци грант илĕ — Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика колледжĕ тата Çĕрпӳри АПК валли специалистем хатĕрлекен техникум. «Вĕсем лабораторисене çапла çĕнетни нихăçан та пулман», — терĕ ун пирки министр.

Хуравсем тивĕçтерчĕç пулас: сасăлав тавлашу вĕçне пăнчă лартрĕ — депутатсем бюджет проектне иккĕмĕш вулавпа йышăнчĕç.

www.hypar.ru



01 декабря 2023
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter