Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Юрист кунӗпе саламлани


Чӑваш Республикин юридици пӗрлӗхӗн хисеплӗ çыннисем!

Сире профессии уявӗпе – Юрист кунӗпе – саламлатӑп!

Ҫак кун эпир судьясене, прокурорсене, адвокатсене, следовательсене, нотариуссене, юрисконсультсене, çавӑн пекех хӑйсен ӗçне правӑпа çыхӑнтарнӑ ытти профессии çыннисене чыслатпӑр.

Эсир республикӑра йӗркепе саккунлӑха тытса пыма, патшалӑхӑн, бизнесӑн тата çынсен интересӗсене хӳтӗлеме пулӑшатӑр.

Чӑваш Енре çӗр ытла адвокат патшалӑхӑн тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвӗн ӗç-хӗлне хутшӑнать. Паянхи кун тӗлне кунашкал пулӑшупа граждансен 57 категорийӗ усӑ курать, çав шутра — ятарлӑ çар операцине хутшӑнакансемпе вӗсен кил-йышӗ те. 2023 çулта тӳлевсӗр çавӑн пек тӗреве Чӑваш Енри 40 пин ытла çынтивӗçнӗ.

Чӑваш Республики нюридици пӗрлӗхӗн çыннисем çӗршыври юриспруденцин чи лайӑх йӑлисене малалла тӑсасса шансах  тӑратӑп. Сире сывлӑх, пархатар, профессии ӗç-хӗлӗнче çитӗнӳсем сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ                               Олег Николаев



03 декабря 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter