Чӑваш Енре автотуризм кластерне йӗркелесе яма палӑртаҫҫӗ

Чӑваш Енре автотуризм кластерне йӗркелесе яма палӑртаҫҫӗ

Ку вӑл Чӑваш Республикинче туризма аталантармалли стратегире хывнӑ республикӑн туризма аталантарас ӗҫри приоритетсенчен пӗри, ӑна Чӑваш Ен Правительстви Патшалӑх Думин туризм тата инфратытӑма аталантарас енӗпе ӗҫлекен комитечӗн  ларӑвӗнче Мускавра ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра Чӑваш Республикин кунӗнче презентациленӗ. Уҫӑ калаҫӑвӑн тӗп теми – «Раҫҫейри автотуризм аталанӑвӗ: Чӑваш Республики тата Атӑлҫи регионӗсем пилотлӑ проекта ӗҫе кӗртесси». Стратегие 2035 ҫулччен пурнӑҫлани республикӑн турист отраслӗн тӗп кӑтартӑвӗсене вӑтамран 2-3 хут ӳстерме, инфратытӑмӑн ҫӗнӗ объекчӗсене йӗркелеме май парӗ.

Чӑваш Республики Мускавпа Урал тата Ҫӗпӗр регионӗсем хушшинче вырнаҫнӑ, унӑн территорийӗпе федерацин пысӑк автоҫулӗсем иртеҫҫӗ, ҫывӑх вӑхӑтра М-12 «ВОСТОК» автотрассӑна та кӗртӗҫ. Автотуризм кластерне тума Шупашкарпа Каҫал ен муниципаллӑ округсен хушшинче йӗркелесе яма палӑртнӑ. Ҫакӑ ҫывӑхри территорисене транзитлӑ туристсене илӗртме май парӗ.

«Чӑваш Республики йӗркелекен инфратытӑм пуласлӑхра туллин усӑ курӑнтӑр тесе тӑрӑшатпӑр. Ҫӗршыв Президенчӗ палӑртнӑ тӗллевсенчен пӗри – туристсене  хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси, кирлӗ пек хӑтлӑ условисем йӗркелесе парасси. Эпир ку тӗлӗшпе хастар ӗҫлесе пыратпӑр.

Атӑлҫи регионӗсене пӗрлештерекенни пӗрремӗш наци туризм маршручӗ «Аслӑ Атӑл ҫул-йӗрӗ» пулса тӑчӗ,  унӑн тӗп тӗллевӗ – Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи суту-илӳ ҫулӗ. Маршрута виҫӗ республикӑна – Мари Эла, Чӑваш Енпе Тутарстана ҫӳреме майсем уҫӑлӗҫ, туризм юхӑмне ӳстерме, хушма инвестицисене явӑҫтарма та условисем йӗркеленӗҫ»,  – тенӗ  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Республикинче туризмпа инфратытӑма вӑй илтерессипе патшалӑх программине йышӑнса хӑварнӑ. Туризма 2030 ҫулччен аталантармалли концепци хатӗрленӗ. Пурнӑҫлакан проектсене пула юлашки виҫӗ ҫулта пирӗн тӑрӑха курма килекен туристсен йышӗ 3,5 хут ӳснӗ. Халӑха ытларах Шупашкар – Хусан; Хусан – Шупашкар  ҫул ҫӳрев килӗшни те куҫ кӗретех.

Туризма аталантарассипе пӑхса хӑварнӑ наци проектне тӗпе хурса Чӑваш Республики 2023 ҫулта  пысӑках мар ҫуртсем хӑпартса лартма  308,3 миллион тенкӗ гранта тивӗҫнӗ, вӑл пулӑшупа 235 номер тата 165 пӗчӗк ҫуртсем туса лартма тӗллев лартнӑ.

Николай Федоров сенатор ҫапларах каланӑ: «Эпир аграрипе индустри республикине кӑтартатпӑр, регионта ял инфраструктури япӑх мар аталаннӑ: газификаци, ҫул-йӗр, интернет  пӗтӗмпех пур. Эпир Раҫҫей Федерацийӗнче ыттисемпе танлаштарсан  малтисен йышӗнче. Автотуризма агротуризмпа тултармалла, мӗншӗн тесен пӗтӗм тӗнчери ҫынсем ытларах та ытларах  сывӑ пурнӑҫ йӗрки, тӗрӗс апатлану пирки шухӑшлаҫҫӗ».

Ҫавӑн пекех икӗ ҫул умлӑ-хыҫлӑ Чӑваш Республики  шкул туризмне аталантарма субсиди патшалӑх енчен тивӗҫнӗ.  Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗнче 3-4 классенче тата 10-11 классенче вӗренекен 3  пин ача валли пӗр кунлӑх ҫул ҫӳрев  йӗркеленӗ. Ачасенче наци хӑйне евӗрлӗхӗн туйӑмне вӑратас, ытти наци ҫыннисен пурнӑҫӗпе йӑли-йӗркине хисеплеме, историпе культура еткерӗпе тарӑнрах паллашма хӑтлӑ условисем туса панӑ.

Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче Раҫҫейри автомобиль туризмӗн аталанӑвне федерацин Атӑлҫи округӗн тӗслӗхӗпе усӑ курса вӑй илтерсе ярасси пирки те сӳтсе явнӑ.

Мероприяти «Эпир пӗрле!» акципе вӗҫленнӗ. Уҫӑ калаҫӑва пухӑннисем пурте пӗрле Раҫҫей Федерацийӗн Гимнне шӑрантарнӑ.



04 декабря 2023
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter