Чапаева ӳкерсе çĕнтернĕ

Чăваш Енри Виктория Федорова «Раççей» курав-форумăн ачасен ÿкерчĕкĕсен конкурсĕнче мала тухнă.

«Мăнаçлăх туйăмĕ çуратакан çынсем» конкурсра унăн «Василий Чапаев» ÿкерчĕкĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă. Сăмах май, финалист Йĕпреç округĕнчи Кĕлĕмкасси шкулĕнче пĕлÿ илет. Вăл ÿкерме ятарласа вĕренмен. Чун киленĕвĕ ăна çĕршыв шайĕнчи конкурсра çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме май панă. Василий Чапаев музейĕ Виктория Федоровăна Шупашкара йыхравланă, ун валли уйрăм экскурси йĕркелеме шантарнă.



Хыпар
03 ноября 2023
16:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter