Венгрипе Чӑваш Енӗн тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ пӗр ҫул хушшинче 20 процента яхӑн хӑпарнӑ

Венгрипе Чӑваш Енӗн тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ пӗр ҫул хушшинче 20 процента яхӑн хӑпарнӑ

 Чӑваш  Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Хусан хулинчи Венгрин Генеральнӑй консулӗпе  Сергей Сючпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Венгрийӗн ертӳлӗхне тӗрӗс политика тытса пынӑшӑн, пӗр-пӗрин хушшинче ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарассипе тӗллевлӗн ӗҫлесе пынӑшӑн тав сӑмахӗсем каланӑ.  Ҫӗршысем хушшинче туслӑх хуҫалантӑр тесе пӗрне-пӗри ӑнланса кирлӗ пек йышӑнусем туса хӑварма витӗм кӳнӗшӗн те мухтанӑ.

«Чӑваш Республикин предприятийӗсемпе Венгрин предприятийӗсем пӗр-пӗринпе  килӗштерсе ӗҫленӗшӗн эпир яланах хавас. Шупашкар хулипе Эгер хули тахҫантанпах туслӑ пурӑнаҫҫӗ.  Икӗ хула хушшинче суту-илӳпе экономика аталанӑвӑ вӑй илсе пыни те куҫ кӗретех. Уйрӑмах кӑтарту пӗлтӗртенпе ытларах ӳссе пыни паллӑ. Кӑтарту 19 процент та ытла хӑпарни те ҫакнах ҫирӗплетет.  Паянхи тӗлпулу ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарма пулӑшассине те пӗлсех тӑратӑп.  Пӗрлехи пысӑк ӗҫсене туххӑмрах пурнӑҫа кӗртсе пырасса та шанатӑп»,  – тесе ҫапларах каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Хусан хулинчи Венгрин Генеральнӑй консулӗ Сергей Сюч ӗҫӗ ҫул ҫӳрвӗн тӗллевӗ – пӗр-пӗрин хушшинчи ӗҫлӗ хутшӑнусене сарасси  тенӗ.  «Раҫҫейпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме эпир яланах хавас.  Венгрийӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри – Раҫҫей регионӗсемпе килӗштерсе ӗҫлесе пыма тӑрӑшасси. Пирӗн уйрӑмах ҫак юлашки 10-15 ҫул хушшинче ҫирӗп йӗркеленнӗ туслӑха малалла та вӑй илтерсе аталантарса пырасчӗ.  Туслӑх ан пӗттӗр тесе тӑрӑшатпӑр. Раҫҫей Федерацийӗнче эпир хамӑрӑн пӗр представительствӑна та хупса лартман, вӗсем епле ӗҫленӗ, ҫаплипех малалла та ӗҫлесе пыраҫҫӗ», – тенӗ сумлӑ хӑна.  

Таварсен ҫаврӑнӑшне ӳлӗмрен те сарса пыма калаҫса килӗшнӗ. Чикĕ леш енчи регионсене пĕр-пĕринпе экономика çыхăнăвĕ йĕркелесе пыни те аван.   

Венгрин пӗр компанийӗ те юлашки ҫулсенче Раҫҫей рынокӗнчен кайманнине, вӗсем унчченхи пекех ӗҫленине, пӗрле ӗҫлеме ҫӗнӗ майсем шырама тӑрӑшнине палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Сергей Сюч. Тӗслӗхрен, венгрсен ял хуҫалӑх компанийӗсенчен пӗри Раҫҫейри  хушма  пӑхӑнуллӑ предприятине те уҫнӑ.    

 

 



05 декабря 2023
15:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter