Чӑваш Енре республика шайӗнче ирттернӗ онлайн-конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ

Чӑваш Енре республика шайӗнче ирттернӗ  онлайн-конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ

Конкурс сывлӑх енчен хавшакрах ҫынсене,  сусӑр ачасене хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартма май парать, инвалидлӑхпа ҫыхӑннӑ ҫынсен йывӑрлӑхӗсем ҫине тимлӗх уйӑрма хистет.  Ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Шупашкарти Трактор тӑвакансен Культура керменӗнче чысланӑ.

Сусӑрсене пулӑшакансене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев уйрӑмах тав сӑмахӗсем каланӑ. «Эпир патшалӑх енчен кирлӗ пек мӗнпур пулӑшӑва туллин тивӗҫтерӗпӗр, чи кирли вара – пурнӑҫ стандарчӗсемпе технологийӗсен улшӑнӑвӗсене тӗпе хурса пулӑшу мерисемпе тивӗҫтерсе пырасси. Условисем юрӑхлӑ, хӑтлӑ, тӗрлӗ енлӗ пулмалла. Хӑрушсӑрлӑх тени яланах малти вырӑна тухса тӑмалла», тенӗ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Регион Ертӳҫи ҫынсене пурнӑҫри тӗрлӗ лару-тӑрура пулӑшма пулӑшакан программӑсем пирки  каласа кӑтартнӑ. Пурнӑҫри кӑткӑс лару-тӑрӑва лекнӗ сусӑрсене республикӑра пилӗкҫӗре яхӑн организаци пулӑшса пырать. Спортра, сывлӑха ҫирӗплетессинче тата пурнӑҫӑн ытти сферисенче те вӗсем май пур таран тӗрев пама тӑрӑшаҫҫӗ.

«Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, Пенси фондне тата Социаллӑ страховани фондне пӗрлештернӗ, пулӑшу формисене пӗр вырӑнтах туллин тивӗҫме май пур. Ҫакӑ граждансене патшалӑх пулӑшӑвӗ илме самай ҫӑмӑллатать. Эпир малалла та пулӑшу памалли мерӑсене лайӑхлатӑпӑр, ҫав процедурӑсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерӗпӗр, ҫынсем ултавҫӑсен аллине ан лекчӗр тесе тӑрӑшӑпӑр.

Паян эпир ҫӗнӗ тӗнче йӗркеленӗвӗн тапхӑрӗнче пурӑнатпӑр. Ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинчен инвалидсем пулса таврӑнакансем те ҫук мар. Ҫакӑ пире хамӑра хӳтӗлекенсене туллин пулӑшма хушать – патшалӑх енчен пулӑшусене вӑхӑтра тивӗҫтерӗпӗр.

Республика Правительстви инвалидсене реабилитаци витӗр тухма хӑтлӑ условисем туса пама тӑрӑшать. Сывлӑх енчен хавшак ҫынсене медицина, социаллӑ пулӑшу мерисемпе туллин тивӗҫтереҫҫӗ регионта», тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

«Паян кунта пултарулӑхӑн тата ырӑ кӑмӑл-туйӑмӑн атмосфери хуҫаланни сисӗнет. Пӗрле пухӑнса уҫҫӑн калаҫни паха. Сусӑрсем, йывӑрлӑхсене парӑнтарас тесе малалла ӑнтӑлни пурсӑмӑра та хавхалантарса ярать. Инвалидсем ытти ҫынсемпе пӗр танах, пурнӑҫӑн илемне курса, хӑйсен ӑсталӑхне тӗрлӗ сферӑсенче кӑтартса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Кулленех спортра, ӑмӑртусенче хутшӑнса малти вырӑна тухса ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ», тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин ӗҫлев министрӗ Алена Елизарова.  

Юлашки 3 ҫулта 70 яхӑн  ятарӑ транспорт туяннӑ, 1600 сусӑр ҫынна ӗҫпе тивӗҫтернӗ, 10 ытла вӗренӳпе тренировка хваттерӗ уҫнӑ, ятарӑ хатӗрсем сусӑрсем валли 200 млн тенкӗллӗх илнӗ. Ҫаксем пурте реабилитаци пулӑшӑвӗсен пахалӑхне ӳстерме май панӑ.

Мероприятинче ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем валли тӗрлӗ ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Тӗрлӗ организацисем ҫавӑн пекех сусӑрсене валли курав-презентаци йӗркеленӗ: социаллӑ хӳтлӗх, вӗренӳ, культура, медицина, спорт енӗпе кӑсӑклӑ материалсемпе паллашма майсем  туса панӑ.

 Курава килнисем хальхи реабилитаци оборудованийӗпе, инвалид ачасене реабилитацилемелли техника хатӗрӗсемпе паллашнӑ. 

Сусӑрсем тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвӗ, СВО хутшӑннисем социаллӑ пулӑшу мерисемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине тулли хуравсем илнӗ.

 



06 декабря 2023
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter