«Ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисем патне пысӑк тимлӗх уйӑрмалла», – тесе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

«Ятарлӑ ҫар операцийӗсене  хутшӑнакансемпе  вӗсен ҫемйисем патне пысӑк тимлӗх уйӑрмалла», – тесе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Юрист кунӗ тата Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ 30 ҫул тултарнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннӑ.

«Конституци пирӗн пурнӑҫри пӗтӗм нормативлӑ йӗркеленӗвӗн никӗсӗ пулса тӑрать. Вӑл кашни гражданинӑн тӗп ирӗклӗхӗсемпе прависене хӳтӗлет. Конституци ҫӗршывӑмӑрӑн политика тытӑмӗн никӗсне хывнӑ, патшалӑх влаçӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ӗç-хӗлне йӗркелеме пулӑшнӑ. Конституци çине таянса эпир нумай нациллӗ халӑх пӗрлӗхне çирӗплететпӗр, ҫӗршывӑмӑрӑн сулмаклӑ аталанӑвӗшӗн, пирӗн граждансен пурнӑçне лайӑхлатма тӗрлӗ проектсем хута ярассишӗн тӑрӑшатпӑр, кашни çын хӑйӗн вырӑнне туптӑр тесе условисем йӗркелетпӗр. Конституцире çиреплетнӗ хаклӑхсене шута хурса эпир пурнӑçа тата та пахалатма, Раҫҫейе тата илӗртӳллӗрех тумашкӑн пултаратпӑр», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ. Чӑваш Республики нюридици пӗрлӗхӗн çыннисем çӗршыври юриспруденцин чи лайӑх йӑлисене малалла тӑсасса шанса каланӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

«Паянхи пурнӑҫ таппинче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисем тата вӗсен ҫемйисем патне пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Прокуратурӑри, адвокатурӑри ӗҫтешсене мӗнпур ыйтусене саккун тӗлӗшӗнчен татса пама витӗм кӳнӗшӗн тав тӑватӑп. Нормативлӑ базӑна йӗркелессе кӗтмелле мар, кирек-епле ыйтӑва та туххӑмрах татса пама тӑрӑшмалла, право нормисене тӗпе хурса ыйтусене уҫӑмлатмалла, ку тӗлӗшпе уйрӑмах тимлӗ пулмалла.

Кашни ҫын патшалӑх енчен право хӳттине туймалла, кирлӗ юридици пулӑшӑвӗ, актуаллӑ право информацийӗ илме пултартӑр тесе эпир ҫӗнӗ ҫӑмӑлрах форматсем хатӗрлетпӗр. Ӗҫе лайӑх йӗркелесе пынине кура, пире чылай ыйтӑва уҫӑмлатса пама май килет», – тенӗ  Пуҫлӑх.

Регион Пуҫлӑхӗ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хисепе тивӗҫнисене патшалӑх наградисене парса чысланӑ, пурне те сывлӑх, пархатар, профессии ӗç-хӗлӗнче çитӗнӳсем суннӑ.

Фоторепортаж



07 декабря 2023
08:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter