«Коммуникацисен мастерӗ» уҫӑ конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ

«Коммуникацисен мастерӗ» уҫӑ конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ

«Коммуникацисен ӑсти» общественноҫпа ҫыхӑну тытакан специалистсен професси ӑсталӑхӗн конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Правительство ҫуртӗнче виҫӗ категорире ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ, ҫавӑн пекех конкурс партнерӗсенчен ятарлӑ призсем панӑ.

«Патшалӑх управленийӗ» категорире 1-мӗш вырӑна Татьяна Плющева ҫӗнсе илнӗ, вӑл Саратов облаҫӗн Думинче тӑрӑшать, 2-мӗш вырӑна Ольга Полещук тухнӑ, вӑл Алтай крайӗн Строительство тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче вӑй хурать, 3-мӗш вырӑна – Виктор Коприков тивӗҫлӗ пулнӑ, вӑл Мускав облаҫӗн Культурӑпа туризм министерствинче тӑрӑшать.

«Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх» категорире 1-мӗш вырӑн – Аделя Галиева, Хусан хулин мэрийӗ; 2-мӗш вырӑн – Наталья Черногорцева, Вологда облаҫӗн Аслӑ Устюг муниципаллӑ округӗн Администрацийӗ; 3-мӗш вырӑн – Андрей Шафиров, Ульяновск хулин Администрацийӗ.

«Предприятисем, организацисем» номинацире 1-мӗш вырӑн – Диляра Галеева, Тутарстан Республикинчи Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен обществӑпа патшалӑх юхӑмӗн регионти уйрӑмӗ «Движение Первых»; 2-мӗш вырӑн – Татьяна Бычкова, Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен юхӑмӗ «Двидение Первых»; 3 вырӑн – Евангелина Батурина, «Единая Россия» партин Ивановӑри регионти уйрӑмӗ.

«Эпир массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ӗҫлекенсен ӑмӑртӑвне кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттеретпӗр.  Паха специалистсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартса параҫҫӗ. Хыпарсене тӗрӗс тата вӑхӑтра халӑх патне илсе ҫитерессишӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Малтанхи икӗ конкурсӗ республика шайӗнче иртрӑҫ. Общественноҫпа ҫыхӑну тытакан специалистсен професси  пӗлӗвне пысӑк шайра кӑтартса параҫҫӗ. Кӑҫал вара конкурс шайне анлӑлатнӑ, ӑна пуҫласа уҫӑ форматпа ирттернӗ. Унта хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, ӑсталӑха ӳстерме тата ӑна хаклама пулӑшнӑ экспертсене пысӑк тав сӑмахӗ каласшӑн. Конкурсантсене те пысӑк тав, хутшӑнакансем нумаййи, анлӑ географи савӑнтарать. Конкурса Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсен представителӗсем те хутшӑнни уйрӑмах паха.

Шел пулин те, хальлӗхе ҫӗнтерӳҫӗсем хушшинче Чӑваш Республикин представителӗсем ҫук. Тепӗр енчен, ҫакӑ конкурсӑн тӳрӗлӗхӗпе объективлӑхне кӑтартса парать. Ҫитес ҫул палӑртакан конкурс валли  тӑрӑшсах ӑсталӑха туптамалла. «Коммуникаци ӑсти» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫессишӗн, пӗлӳ шайне те ӳстермелле пирӗн специалистсен», – тесе ҫапларах каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Уҫӑ конкурса ҫӗршывӑн 29 регионӗнчи отраслӗн 50 специалисчӗ хутшӑннӑ, вӗсем: Пушкӑрт Республики, Донецк Халӑх Республики, Мари Эл Республики, Чӑваш Республики, Тутарстан тата Хакаси республикисем, Алтай, Краснодар тата Пермь крайӗсем, Вологда, Воронеж, Иваново, Калининград, Кемӗр, Липецк, Мускав, Чулхула, Новгород, Оренбург, Саратов, Свердловск, Тула, Чӗмпӗр, Мускав, Санкт-Петербург  тата ыттисем те.

Финалистсене МИХсенче тата хӑйсем тӑратакан организацисен социаллӑ сечӗсенче асӑннин кӑтартӑвӗсемшӗн общественноҫпа ҫыхӑну никӗсӗсене пӗлмешкӗн тестировка тунӑшӑн балл суммипе палӑртнӑ. Вӑтамран конкурс вырӑна 13,2 ҫынпа танлашнӑ. Пӗтӗмпе Раҫҫейри 75 регионти 655 специалист тата Кыргызстан Республикин пӗр представителӗ (Бишкек хули) заявкӑсем панӑ.

Куҫӑмлӑ тапхӑр пресс-релиз хатӗрлессине, коммуникаци кейсне сӳтсе явассине тата хӑш-пӗр тӗллеве пурнӑҫлама МИХсен представителӗпе хутшӑнассине палӑртнӑ. Унта хутшӑнакансен професси хӑнӑхӑвӗсене Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗн пресс-секретарӗ – Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин пресс-служба тата референтура Департаменчӗн директорӗ Борис Беляков ертсе пыракан эксперт комиссийӗн пайташӗсем хакланӑ. «Ҫакӑн пек ӑмӑртусем кирлӗ, вӗсем хутшӑнакансен практикӑри хӑнӑхӑвӗсемпе ӑсталӑхне хаклама, чӑн-чӑн тата пулас професси,  коммуникацисен енӗпе актуаллӑ чӗнӳсен хуравӗсене палӑртма тата репутациллӗ ӗҫсем тума май параҫҫӗ. Паян информаци юхӑмӗ пӗрмаях анлӑланса, аталанса пырать. Пахалӑхлӑ та тӗрӗс информаци илме, хальхи коммуникаци технологийӗсемпе пӗлсе усӑ курма тата фейксемпе кӗрешме пулӑшасси уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ», – палӑртнӑ Борис Беляков.



08 декабря 2023
09:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter